Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Айăпланнисен явап тытмаллах

       Уголовнăй ĕçсене пурнăçлакан инспекцире пĕлтĕрхи 11 уйăхра суд приговорĕпе айăпланнă 131 çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 105-шĕ право йĕркине пăснăшăн условнăй майпа айăпланнисем, 19-шĕ пирки ĕçлесе юсанмалли приговор йышăннă, 3 çынна обязательнăй йĕркепе ĕçлеттермелле тунă, 4 çынна ертÿçĕ вырăнĕнче ĕçлемелли йĕркерен хăтарнă.

     Инспекцин тĕп ĕçĕ вăл - судпа айăпланнисене учета илесси, ĕçпе тивĕçтересси, вĕсен пурнăç условийĕсемпе, килти лару-тăрупа паллашасси, кÿр­шĕсен, ял-йышăн шухăш-кăмăлне пĕлесси.

       Пирĕн тивĕç - судпа айăпланнисене ытла та çирĕп айăплав парасси мар, вĕсене пурнăç çулĕ çине тăма, хăйсен айăпне тĕрĕс ăнланса илме пулăшасси.

      Калас килет, судпа айăпланнисенчен ытларахăшĕ хăйсене йĕркеллĕ тытаççĕ, тÿрленÿ çулĕ çине тухма тăрăшаççĕ. Ун пеккисене эпир вăхăт çитичченех учетран кăларатпăр. Акă, 2006 çулта 21 çынна тĕрĕслев срокĕ тухичченех айăплавран хăтарнă.

       Пĕлтĕр Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи 100 çул тултарчĕ. Çавна май апрель-октябрь уйăхĕсенче çĕршывра амнисти иртрĕ. Пирĕн районта çак çăмăллăхпа 6 çын усă курчĕ. Вĕсенчен 2-шĕ - çул çитмен çамрăксем, 3-шĕ - çул çитмен ачасен амăшĕсем, тепри - ватă çын. Амнистие лексе вĕсем пысăк çăмăллăхпа усă курчĕç, айăплав срокĕ вăхăт çитичченех татăлчĕ. Шел пулин те, судпа айăпланса пирĕн инспекцире учетра тăракансем хушшинче саккун ыйтнине пурнăçламан граждансем те пур. Хăш-пĕрисем ĕçрен пăрăнса çÿреççĕ, эрех-сăрапа иртĕхеççĕ, çемьере харкашу пуçараççĕ, обществăлла йĕркелĕхе пăсаççĕ. Паллах, кун пеккисем пирки çирĕп мерăсем йышăнма тивет. Хăйсене йĕркеллĕ тытманшăн иртнĕ çулта 11 çынна тепĕр хут ирĕкрен хăтарнă.

       Юлашкинчен вара çакна каласа хăвармалла. Условнăй майпа айăпланнисен вăхăтра регистрацине çÿремелле, эрех-сăрапа ашкăнмалла мар, çемьере тата обществăлла вырăнсенче йĕркелĕхпе палăрмалла, пур енĕпе те хăйсене кирлĕ пек тытмалла.



"Пирěн пурнăç"
13 января 2007
00:00
Поделиться