Ача çулталăкĕ пуçланчĕ
Кăçалхи çула Ача çулталăкĕ тесе палăртнине пурте пĕлеççех ĕнтĕ. 2007 çулта ача çураласси ÿсес шанчăк пур. Татсах калама, паллах, ирех, пурăнсан курăпăр.
Ача çулталăкĕ пирĕн районта аван пуçланчĕ теме те пулать. Райадминистрацин ЗАГС пайĕн заведующийĕ Е.С.Барышникова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш кунтах Дарья хĕр кун çути курнă. Çак савăнăç Ишеккассинчи Сатлайкинсен çемйинче пулнине палăртмалла. Сăмах май, январĕн 9-мĕшĕ тĕлне 3 пепке çурални çинчен регистрациленĕ.
Уяв кунĕсенче пĕрремĕш мăшăрланакансем пурри те савăнтарать. Акă, январĕн 5-мĕшĕнче Ишеккассинче Владимир Тимофеевпа Галина Прохорован туйĕ кĕрленĕ.
"Пирěн пурнăç"