Поздравление главы Красночетайского района А.И.Крикова с Новым годом
Хисеплĕ Хĕрлĕ Чутай çыннисем, ентешсем!
Ирĕк парсамăр, сире пурне те мĕн пур кăмăлтан çывхарса килекен Çĕнĕ 2007 çул ячĕпе саламлама.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, сехет йĕпписем Çĕнĕ çул патне васканă май, иртекен çулталăкăн пĕтĕмлетĕвĕсене хаклатпăр. Çăмăл килмерĕ 2006 çул. Йывăррăн иртрĕ теме те кирлĕ мар. Сахал мар объект хута кайрĕ. Вĕсен шутĕнче 2 пĕтĕмĕшле врач офисĕ, 7 модернизациленĕ библиотека. Тĕрлĕ программăсем районта аван пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, 4 тĕрлĕ приоритетлă наци проекчĕсем те район çыннисен пурнăçне паллăрмаллах улшăнусем кĕртрĕç. Çитес çул ялсене асфальтпа хытарнă çулпа пĕрлештерес тĕлĕшпе пурте пĕрле çĕнĕ ÿсĕмсемпе ĕçлессе шансах тăратăп.
Хисеплĕ ентешсем, Çĕнĕ çулта сирĕн шухăш-ĕмĕтсем, тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пыччăр. Кашни çемьерех тулăх пурнăç, канăçлăх, савăнăç пултăр, инкек-синкек сирĕнтен аякра иртсе çÿретĕр. Уяв ячĕпе, юлташсем.
Район пуçлăхĕ А.И.Криков