Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Н.В.Маловăн стипендиачĕсем

Пурнăç паян çĕнĕлле шухăшлама, пултаруллăн ĕçлеме хистет. Акă, Раççей Президенчĕ В.Путин палăртнă “Вĕрентÿ” наци проектĕнче вĕрентÿ пахалăхне ÿстерме çĕнĕ майсем сĕнеççĕ, çĕнĕлле хастар ĕçлекен шкулсене, педагогсене хавхалантараççĕ, талантлă çамрăксемпе шкул ачисене кашни уйăхра ятран паракан стипендисемпе тивĕçтереççĕ.

Районти шкулсенче шав  çĕннине шыракан, улшăнусенчен хăраман, паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен техникăпа анлă усă куракан педагогсем чылай. Вĕсем ачасемшĕн шкул пурнăçĕ усăллă çеç мар, хаваслă, кăсăклă ирттĕр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Çапах та чи пултаруллă вĕрентекенсене палăртма çăмăл мар. Кунта ачасен çитĕнĕвĕсене, учителĕн пултарулăхне, общественноç шухăш-кăмăлне те шута илмелле-çке. Тивĕçлисене вара хавхалантармалла. Çакă вĕсен тăрăшарах ĕçлес вăй-хăватне, яваплăхне ÿстерет. Çавăн пек инноваци хастарлăхĕпе палăрнă педагогсем районта сахал мар. Акă, эпир РФ Президенчĕн сумлă грантне  çĕнсе илме пултарнă учительсемпе чăннипех мухтанатпăр. Вĕсем çирĕп тĕрĕслев витĕр тухса район, шкул чысне çĕклерĕç. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева, ятарлă комисси пăхса тухнă хыççăн, чи пултаруллă, чи тăрăшуллă учительсем ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, Етĕрнери сĕт-çу завочĕн директорĕн Н.В.Маловăн ятран паракан премине илме тивĕçли çинчен хушу (2006, сентябрĕн 26-мĕшĕ, 214№) кăларнă. Вĕсене ятран асăнмалла: Юлия Васильевна Вадейкина (Мăн Этменти вăтам шкул), Валентина Андреевна Кудряшова (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ), Галина Алексеевна Бровкина (Шулюри тĕп шкул), Вера Алексеевна Нагорова (Хусанушкăнчи тĕп шкул), Лилия Фридриховна Ермолаева (Питĕркассинчи вăтам шкул).

Н.В.Малов мал ĕмĕтлĕ те талантлă, пысăк шанчăк паракан 10 çамрăка - шкул ачисене - премипе хавхалантарнă. Вĕсем - творчествăра палăрнисем, конкурссемпе олимпиадăсен çĕнтерÿçисем, спортра хастарлăх кăтартнисем. Сăмах май, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те районти 14 вĕренекен Н.В.Маловăн ятран паракан стипендине тивĕçрĕç. Ун чухне те стипендиатсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Кăçал та Н.В.Малов Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи шкулсенче пултаруллă та хастар учительсемпе вĕренекенсем чылай пулнине палăртнă, вĕсене асăнса хăварнă. Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева Н.В.Малова Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи учительсемпе ачасене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, премисемпе чысланăшăн чĕререн тав тунă. Эпир вара вĕренекенсен ячĕсене пĕлтерме çав тери хавас: Матвей Мадайкин (Атнар), Татьяна Ярабаева (Мăн Этмен), Марина Михеева (Мăн Этмен), Валентина Улянды (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ), Светлана Таерова (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ), Александр Васюков (Хĕрлĕ Чутай  гимназийĕ), Вероника Мартышкина (Мишеркасси), Лариса Петрова (Çĕн Атикасси), Владислав Железнов (Питĕркасси), Алена Зотова (Штанаш).

Мĕнех, пурнăç таппипе тан пырасси, лайăх пурăнасси, вĕренесси пĕтĕмпех хамăртан килет. Тăрăшакансене, пултаруллисене патшалăх та пулăшать, кашни уйăхра ятран паракан стипендипе те хавхалантарать.

Çапла вара, 2006 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2007 çулхи майăн 31-мĕшĕччен районти чи хастар вĕренекенсем Н.В.Маловăн стипендине уйăхсерен 500-шер тенкĕ, учительсем 1000-шер тенкĕ илсе тăраççĕ.



"Пирěн пурнăç"
27 декабря 2006
00:00
Поделиться