Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çут çанталăка юратакан çын чун-чĕрипе те тасарах

Этем кун-çулĕ çут çанталăкпа тÿрремĕнех çыхăннă. Çавăнпа та тавралăха сыхласси, унăн илемне упрасси кашни çыннăн тивĕçĕ пулмалла. Çапах та районти экологи лару-тăрăвĕпе  пирĕн мухтанмалли сахалрах.

Сăмах май, район территорийĕ 69 пин ытла гектар çинче вырнаçнă, вĕсенчен ял хуçалăх çĕрĕсем 35 пин гектар ытла, вăрмансем - 26 пин гектар, шывсем (кÿлĕсем, плотинăсем) - 200 гектар ытла, çырма-çатраллă вырăнсем - 265 гектар, эрозиллĕ хăрушă лаптăксем 17 пин гектар ытла шутланаççĕ.

Шывсем çинчен калас пулсан, район территорийĕ тăрăх 15 пĕчĕк юханшыв юхса иртет, вĕсенчен чи пысăкраххи - Сăр юханшывĕ. Вăл 54 километр çинче сарăлса выртать, Урю (Атнар тăрăхĕ) - 36, Хăнатар (Пантьăк тăрăхĕ) - 29, Мочковашка - 32, Хоршевашка - 38, ыттисем пĕчĕкреххисем. Ку пĕтĕмпех район пуянлăхĕ шутланать. Вĕсем те тепĕр чухне тимлĕх ыйтаççĕ. Ялсенчи кÿлĕсемпе плотинăсене вараланасран пăхса тăмалла, шыв-шур çисе каясран сăнамалла, унти пуянлăха упрама хăнăхмалла.

Вăрмансем пирки те пĕр-ик сăмах каламалла. Вăрман хуçисем пирĕн нумаййăн, анчах Турă панă пуянлăха  упрассипе, хаклассипе кирлĕ пек ĕçлеместпĕр: йывăçсене пĕр шелсĕр касатпăр, хуçатпăр. Ку вара саккуна пăсни пулать. Кашни çулах тавралăха симĕслетес, ишĕлсе пыракан вар хĕррисене çăлса хăварас тĕлĕшпе  чылай йывăç-тĕм лартатпăр, анчах хыççăнах ун çинчен пачах манатпăр. Лартнă йывăçа пăхса тăмасан, шăвармасан вăл типсе хăрса ларать. Ахальтен мар ЧР Президенчĕ Н.Федоров  “Йывăç ларт та ăна упра” Указ кăларчĕ. Указа пурнăçлас тĕлĕшпе районта кашни çулах çуркуннепе-кĕркунне Йывăç кунне ирттереççĕ. Ку юхăмран пĕр çын та аякра юлмасть, тавралăха симĕслетес, илем кÿрес тесе тăрăшса ĕçлет. Акă, кăçалхи апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа майăн 10-мĕшĕччен йывăç лартассипе уйăхлăх иртрĕ. Çав хушăра пурĕ 31 пин йывăç-тĕм лартса хăварнă. Уйрăмах ку енĕпе Кив Атикасси, Хусанушкăнь, Штанаш ял тăрăхĕсенче тăрăшарах ĕçлерĕç темелле. Тихăнушкăнь ялĕнчи П.К.Волков пĕччен пĕр пин çурă çамрăк хунав лартнă. Порфирий Кириллович тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, çапах та кашни çулах çак акцие хастар хутшăнать. Вăл лартать çеç мар, вĕсене ачасене пăхнă пек асăрхаса тăрать, çут çанталăк илемĕпе киленсе пурăнать. П.К.Волков - çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕ.

Шкулсем тăрăх илсен, йывăç-тĕм лартассипе Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ, Мишеркассипе Штанаш шкулĕсенче вĕренекенсем хастарлăх кăтартрĕç.

Кĕркуннехи тапхăрта иртнĕ Йывăç кунĕнче районĕпе 8000 ытла çамрăк хунав лартса хăварнă. Ку хутĕнче Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче пурăнакансем ырă тĕслĕх кăтартрĕç.

Çулталăк пуçламăшĕнче хĕл каçакан кайăксене пулăшас тĕллевпе уйăхлăх ирттертĕмĕр, шкул ачисем 30 ытла сырăш туса çакрĕç. Çавăн пекех кÿлĕсемпе плотинăсенчи пулăсене упраса хăварас тесе сунарçăсемпе пулăçсен обществипе 100 ытла вак каснă. Иртнĕ хĕлле, çуркунне ытларах хунав лартса хăварассишĕн, юр айне пин-пин турат касса хунă, юр кайса пĕтсен вĕсене çĕре чикнĕ. Кив Атикасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем çак ĕçе хастар хутшăннине палăртмалла.

Çуркунне вĕçсе килекен кайăксене пулăшас тĕлĕшпе тата Кайăк кунĕ ячĕпе районти шкулсенче вĕренекенсем хушшинче викторина ирттернĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - шăнкăрч вĕллисем тăвасси, киввисене юсаса çĕнетесси тата вĕсен шутне палăртасси. Ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче, Шулюпа Мăн Этмен, Штанаш шкулĕсенче вĕренекенсем пултаруллăрах пулчĕç.

Шкул ачисем “Йывăç ларт та ăна упра” акципе экологи викторинине хастар хутшăнчĕç. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, çĕнтерÿçĕ ята Л.Лисаева (Мăн Этмен)  тивĕçрĕ, иккĕмĕш - В.Волкова (Атнар), виççĕмĕш - Ю.Вазин (Питĕркасси).

Тăван тавралăха тирпей-илем кÿрессипе кăçал чылай ĕç тунă. Çулталăкра виçĕ хутчен экологи субботникĕ ирттернĕ, парксемпе скверсене йĕркене кĕртнĕ, çул хĕррипе вырнаçнă аллейăсенчи хăрăк туратсене пуçтарнă. Çав хушăра пурĕ 25 тонна çÿп-çап пуçтарса тирпейленĕ. Тасалăхпа çине тăрса кĕрешетпĕр пулин те, ялсенчи урамсенче çав-çавах йĕркесĕрлĕхсем тĕл пулаççĕ, хăш-пĕрисем çут çанталăка пĕр шелсĕр варалаççĕ. Йĕркене пăсакансене палăртса вĕсен ĕçне адмкомиссине тăратнă, 35 çынна предписани панă.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул ачисем çуллахи каникула кайиччен кил таврашĕнчи тимĕр-тăмăра пухассипе тăрăшрĕç. Вĕсем пурĕ 22 тонна пухма пултарчĕç. Ял тăрăхĕсенче  люминесцентлă  лампăсем пухассипе лайăх ĕçлерĕç. Пурĕ юрăхсăр 2600 лампа пухса Шупашкара ятарлă çĕре ăсатнă.

Çапла вара, çулталăка пĕтĕмлетсе, çут çанталăк пурлăхне упраса, сыхласа хăварас тĕлĕшпе ирттернĕ мероприятисенче активлăх кăтартнăшăн район пуçлăхĕ А.И. Криков Кив Атикасси ял тăрăхĕн администрацине тата Хĕрлĕ Чутай гимназине Диплом парса чысланă.

Çут çанталăка сыхлас, ăна упрас тĕлĕшпе районта тумалли ĕçсем татах та чылай, халăха тасалăхпа культура воспитанийĕ парассипе те хытах тăрăшмалла. Çавна ăнланасчĕ пирĕн, çут çанталăка юратакан çыннăн чун-чĕри те тасарах, ырăрах. Апла пулсан тăван тавралăх ытамне ытларах тухса çÿрер, унăн илемĕпе киленме вĕренер.



"Пирěн пурнăç"
27 декабря 2006
00:00
Поделиться