Çĕнĕ çул парни – врач офисĕ
Республикăра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем чылай ĕнтĕ. Районта та вĕсем виççĕ: Мишеркассинче, Штанашра, Атнарта. Ĕнер, декабрĕн 26-мĕшĕнче, Çĕнĕ çул умĕн тепĕр пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ Хĕрлĕ Чутайри тĕп больницăра хута кайрĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Район пуçлăхĕ А.И.Криков пухăннисене, медицина ĕçченĕсене офис хута кайнă ятпа саламланă, пациентсене кунта тивĕçлĕ кĕтсе илсе тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасса шаннине пĕлтернĕ, пурне те Çĕнĕ çулта çĕнĕ вăй-хăват суннă.
"Пирěн пурнăç"