Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Патшалăх пулăшăвĕпе вăхăтра усă курмалла

Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ хальхи вăхăтра уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ăна татса парас ĕçре вара патшалăхăн тĕллевлĕ программисем пулăшаççĕ. Акă «Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» программа, «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес» федераллă программăн «Çурт-йĕр» çумпрограмми çамрăк çемьесемпе специалистсене хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, вĕсене тăван тăрăхрах пурăнса ĕçлеме май параççĕ. Çамрăк мăшăрсен е çамрăк специалистсен патшалăх пулăшăвĕпе вăхăтра усă курмалла çеç.

Çаксене тата ытти çивĕч ыйтусене Ял хуçалăх министерстви пуçарнипе декабрĕн 19-мĕшĕнче райадминистрацин Пысăк залĕнче иртнĕ ларура хускатрĕç. Унăн ĕçне райадминистраци пуçлăхĕ А.Криков, унăн çумĕ И.Хораськин, Ял хуçалăх министерствин ялăн социаллă аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Любимова, райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ И.Андреев, Перекет банкĕн заведующийĕ С.Секайкина хутшăнчĕç. Ларăва çамрăк çемьесем те пухăннă. А. Криков кун йĕркинчи ыйтусемпе паллаштарнă хыççăн Игорь Васильевич Андреев сăмах илчĕ.

Районта çамрăк мăшăрсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2005 çулта, акă, 7 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, каялла тавăрса памалла мар субсидие 2,194 миллион тенкĕлĕх илнĕ. 2006 çулта 21 çамрăк çемье ЧР Градостроительство тата обществăлла инфратытăм министерстви урлă пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма кăмăл тунă. Ноябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне, çемьесем 7,6 миллион тенкĕлĕх ипотека кредичĕ илнĕ. 21 çемьерен 19-шĕ 15 процентлă тавăрса памалла мар субсидие 1,345 миллион тенкĕлĕх тивĕçнĕ, 40 процентлă субсидие 2 çемье - 624 пин тенкĕлĕх. Ял хуçалăх министерстви урлă патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă 5 çамрăк çемьене 681540 тенкĕлĕх свидетельствăсем панă, 3 специалиста - 304000 тенкĕлĕх.

Лару-тăру çав-çавах çивĕч-ха. Акă, кăçал Ял хуçалăх министерстви урлă çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатакансем сахал пулнине, çавна май уйăрнă укçа-тенкĕне усă курса пĕтерейменнине И.Андреев пăшăрханса пĕлтерчĕ.

Айăпĕ камра-ши; Тен, ку ыйтăва тивĕçлĕ тимлĕх уйăрман; Ял хуçалăх министерствин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Любимова çак министерство урлă патшалăх пулăшăвĕпе районти виçĕ ял тăрăхĕнчи çамрăк мăшăрсем çеç усă курнине, ытти ял тăрăхĕсен ĕçĕсемпе кăмăлсăр пулнине пĕлтерчĕ. Çавна май Альбина Никитична кашни ял тăрăхĕнче çитес çул валли миçе çамрăк мăшăр,  специалист е ахаль гражданин пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе черете тăнине ыйтрĕ. Ларура А.Любимова Ял хуçалăх министерстви урлă патшалăх пулăшăвĕпе ялта пурăнакан е яланлăхах яла пурăнма куçса килме кăмăллă çамрăк çемьесем е специалистсем усă курма пултарнине каларĕ. Ку категорие вăрман хуçалăхĕнче, социаллă хÿтлĕх сферинче, ял хуçалăхĕнче, пенси фондĕнче, медицинăра... ĕçлекенсем кĕреççĕ. Паллах, специалистсен тата çамрăк мăшăрсенчен пĕрин те пулса 30 çултан иртмелле мар. Çавăн пекех вĕсен çурт-йĕр е строительствăн шутлав хакĕнчен (расчетная стоимость строительства, жилья) 30 процентран кая мар укçа пуррине çирĕплетмелле. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма паракан укçапа ялта çурт тума, хваттер е çурт туянма, нумай хваттерлĕ çуртăн строительствин пайне инвестици (инвестирование в долевое строительство) хывма пулать. Манса каймалла мар, субсиди илекенĕн çĕр, пÿрт хуçи пулмалла.

«Çурт-йĕр» çумпрограммăпа малалла И.Андреев паллаштарчĕ. 2007 çул валли 26 çамрăк çемье черете тăнă. Çумпрограммăпа килĕшÿллĕн, çемье членĕсен иккĕшĕн те 30 çултан аслă пулмалла мар. Вĕсем хуть те мĕнле отрасльте те ĕçлеме пултараççĕ. Çавăн пекех кăçалтанпа мăшăрсен Чăваш Республикин хуть те хăш вырăнĕнче те хваттер туянма е çурт тума ирĕк пур. Енчен те çемье членĕсем иккĕн пулсан, патшалăх çурт-йĕрĕн шутлав хакне  пăхăнса (расчетная стоимость жилья) 35 процент таран субсиди уйăрать, енчен те ача пур пулсан - 40 процент.

Перекет банкĕн заведующийĕ С.Секайкина çамрăк çемьесене кредита 20 çуллăх çулталăкăн 13 проценчĕпе панине пĕлтерчĕ. Паллах, кредит виçи çемье тупăшĕнчен тÿрремĕнех килет. Кредит илекенĕн Хĕрлĕ Чутай территорийĕнче пурăнмалла.

Çамрăк çемьесене патшалăх ялтах тĕпленсе пурăнма, вĕсен пурнăçне лайăхлатма пысăк тимлĕх уйăрать. Çитес çул  патшалăх пулăшăвĕпе çамрăк çемьесем ытларах усă курасса шанас килет.



"Пирěн пурнăç"
23 декабря 2006
00:00
Поделиться