Пантьăкра - тĕслĕх библиотека
Юн кун Пантьăкри шкулта районти 12-мĕш тĕслĕх библиотека уçăлнă.
Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Т.Н.Шереметьева хутшăннă, Чăваш Ен культурине упраса хăварас тата аталантарас енĕпе ЧР Президенчĕ йышăннă тĕллевлĕ программăсем пурнăçа хăвăрт кĕрсе пынине - çав шутра ял библиотекисене пулăшасси - палăртнă, модельлĕ библиотека уçăлнă ятпа пурне те саламланă.
Çĕнелсе улшăннă вулавăша уçма чылаййăн пуçтарăннă. Михаил Федорович Коробков библиотекарь уява пухăннисене вулавăш историйĕпе, çÿлĕксем çинчи çĕнĕ кĕнекесен пуххисемпе паллаштарнă. Палăртмалла, çитĕнекен ăрăвăн ăс-тăнне аталантарма, информаци илеслĕхне ÿстерме библиотека ертÿçи М.Ф.Коробков сахал мар тăрăшнă, тĕрлĕ енлĕ стендсем туса хатĕрленĕ. Уява килнĕ хăнасем вĕсемпе туллин паллашрĕç.
Модельлĕ библиотека уçăлнă ятпа саламласа райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Н.Самсонов, Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Трифонов, районти тĕп библиотекăн директорĕ М.Н.Мареева сăмах илнĕ, ялти чи пĕрремĕш библиотекарь Альфа Петрова та пурнăçа çĕнĕлĕх кĕрсе пынишĕн савăннине пĕлтернĕ. Уявра вулавăш фончĕ хăнасем, вырăнти вулавçăсем парнеленĕ кĕнеке-журналсемпе чылай пуянланнă. Сăмах май, çĕнелсе хитреленнĕ, оргтехникăпа, литературăпа пуянланнă библиотекăн малашлăхĕ пысăк. Вăл халăхăн ăс-хакăл “туприне”, культура шайне ÿстерме пулăшасса шанатпăр.