Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И.Крикова с Днем энергетика

 

Хисеплĕ энергетика комплексĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсем !

 

Сире професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Эсир çынсене ăшă, çутă паратăр, хамăр район пурнăçĕн мĕн пур сферин ĕç-хĕлне тивĕçтеретĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ Энергетиксен уявне кунсем кĕскелсе çитнĕ, хутса ăшăтмалли  тапхăрта паллă тăваççĕ. Çак вăхăтра сирĕн çăмăл мар  тата яваплă ĕç  пĕлтерĕшне пушшех те лайăх туйса илетпĕр.

Районти энергетика тытăмĕ ăнăçлă, тикĕс çĕлесе пырать. Çакă предприятисен ĕç процесне татти-сыпписĕр йĕркелесе пыма, мĕн пур отрасльте производство калăпăшĕсене  ÿстерме май парать . Малашне те эсир  çĕнĕ  тĕллевĕрсене ăнăçлă пурнăçласса шанатăп.

Хăвăр профессие лайăх пĕлнишĕн,  чунран  парăнса вăй хунишĕн тав тăватăп. Сире, сирĕн çывăх çыннăрсене телей тата çирĕп сывлăх сунатăп.

 

Район пуçлăхĕ Александр Криков.



22 декабря 2006
00:00
Поделиться
;