Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пурнăç тĕкĕрĕ

150 ача çуралнă

ЗАГС пайĕнче кунĕпех çын татăлмасть. Кам савăнăçпа, кам хуйхă пуснă кăмăлпа килет кунта тата ытти те. Специалистсем вĕсен ыйтăвĕсене пăхса тухса тулли хурав параççĕ, кăмăлĕсене тивĕçтереççĕ. Районти демографиллĕ лару-тăрупа интереслентĕм, кăтартусем вара çапларах: кăçалхи 11 уйăх хушшинче пурĕ 150 ача çут тĕнчене килнĕ: арçын ачасем 83, хĕр пĕрчисем 67. Арçын ачасен кăмăлланă ячĕсем - Даниил (10), Дмитрий (8), Кирилл (7), хĕр ачасен - Анастасия (9), Ангелина (5), Дарья (4). Çак хушăра виçĕ çемьере йĕкĕрешсем çуралнă - Кÿпешри Медведевсен, Хăмарккари Романовсен, Мучикассинчи Ерофеевсен. Иртнĕ çул çак тапхăрта 131 ача çуралнă пулнă. Декабрь уйăхне кĕтĕмĕр, 12-мĕш тĕлне 8 ача çурални çинчен регистрациленĕ, 13 çын вилнĕ.

490 çын вилнĕ

Ĕмĕр вĕçсĕр мар паллах. Ватлăх çитсен çынсем вилеççех. Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 490 çын çĕре кĕнĕ, пĕлтĕр 443 çын çут тĕнчепе сыв пуллашнă пулнă. Шел те, эрех ĕçсе вилекенсем чылайланса пыраççĕ, тĕрĕсрех каласан суя эрехпе «хăналанаççĕ». Кăçал вара 13 çын эрех ĕçсе вилнĕ тесе çирĕплетнĕ.

Суррогат вăл - чăн-чăн сывлăх тăшманĕ. Ку усал пулăмпа çине тăрсах кĕрешмелле те. Тÿрех каламалла, ял тăрăхĕсенчи ĕçченсен,  милици сотрудникĕсен ку тĕлĕшпе çанă тавăрсах ĕçлемелле. Унсăрăн ĕçсех вилетпĕр вĕт. Хальлĕхе пурте курнине курмăш пулатпăр, илтнине илтмĕш тăватпăр. Пурте «хамăр е кирлĕ çынсем» вĕт. Çапах та вĕренĕн те вĕçĕ пуррине манас марччĕ. Эрех сутаканăн савăнăçĕ нумая мар. Ун пеккисене тытаççех.

116 мăшăр пĕрлешнĕ

Пĕр-пĕрне килĕштерсе, юратăва çирĕплетсе çемье çавăракансен йышĕ ÿсни савăнтарать.  Юлашки 11 уйăх хушшинче 116 мăшăр пĕр çемьене чăмăртаннă, иртнĕ çул çак хушăра 80 çемье йĕркеленнĕ. Каччăсем 25-34 çулсенче ытларах çемье çавăраççĕ пулсан, хĕрсем 18-24 çулсенче качча каяççĕ. 18 çул тултарман хĕрсем мăшăрланăва кĕресси кăштах ÿснĕ: кăçал - 5, пĕлтĕр - 2.

39 çемье арканнă

Уйрăлакансем те пур. Çак хушăра 39 çемье арканнă, иртнĕ çул кун пек 33 тĕслĕх пулнă. Сăлтавĕ мĕнре-ши; Ирĕклĕ пурнăç пуçра ирĕклĕ шухăш çуратать çав. Хĕрпе каччă пĕр-пĕрне килĕштернĕ пек туяççĕ ĕнтĕ, малашне мĕн пуласси çинчен шутламасăрах ар çыхăнăвне кĕреççĕ. Каярахпа хĕрĕ ача кĕтнине пĕлсен, е ирĕксĕрех пĕрлешеççĕ, е качча илмеççĕ. Ун пек çемьесен телейлĕ пуласлăхĕ çуках ĕнтĕ. Халĕ тата укçа ĕçлесе илес тĕлĕшпе арçынсем «шапашкăна» çÿреççĕ. Çакă та тепĕр чухне çемье арканнин сăлтавĕ пулса тăрать. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнманран-çке вара мăшăрсем тĕрлĕ çулсемпе саланса каяççĕ.

ЗАГС йĕркисене пăхăнмалла

Кашни ĕçĕн хăйĕн йĕрки пур. ЗАГС-ра та çавăн пекех. Анчах граждансем йĕркене пăснă тĕслĕхсем тĕл пулкалаççĕ. Акă, çын вилсен унăн ятне виçĕ кун хушшинче хураттармалла. Тĕслĕхрен, декабрĕн 8-мĕшĕнче Турхан ялĕнче пурăннă Мария Ильинична Скворцова вилнĕ. Тăванĕсем унăн ятне хураттарма декабрĕн 12-мĕшĕнче килнĕ. Е тата ача çуралнă хыççăн пĕр уйăх хушшинче ăна регистрацилемелле. Анчах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем ку енĕпе васкамаççĕ. Акă, Туктамăшра пурăнакансен октябрĕн 17-мĕшĕнче ача çуралнă, декабрĕн 11-мĕшĕнче ЗАГС пайне тинех çитнĕ хайхискерсем. Ача тĕрекленсе çитĕнессе кĕтнĕ-ши вĕсем; Çавăнпа та пур ĕçе те вăраха ямасăр пурнăçламалла.



"Пирěн пурнăç"
16 декабря 2006
00:00
Поделиться