Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Халăхшăн тăрăшса ĕçлеççĕ

Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ уçăлнăранпа 2 çул çитрĕ. Офис заведующийĕ - Раиса Александровна Маркова.

Çак кунсенче офисра пултăм, вырăнта пурăнакансен сывлăха сыхлас ĕç мĕнле пурнăçланса пынипе интереслентĕм.

- Офис йĕркеленнĕренпе халăха амбулатори пулăшăвĕпе тивĕçтерессин пахалăхĕ ÿсрĕ ĕнтĕ. Чирлисем яланах районти больницăна тухса та çÿреймеççĕ, вырăнта медицина пулăшăвĕ пани кунта пурăнакансемшĕн питех те меллĕ. Тивĕçлĕ пĕлÿллĕ медсестрасем тата врач пулăшса пынипе çынсен ыйтăвне офисрах татса паратпăр, йывăр чирлисене вара «Васкавлă пулăшу» машини чĕнсе илсе тĕп больницăна ăсататпăр, - терĕ Р.А. Маркова.

Сăмах май, вырăнти пĕтĕмĕшле врач офисĕ ку тăрăхри 8 ялта пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парса тăрать. Медперсоналтан кашни çак ĕçре пысăк опыт пухнă. Р.А.Маркова врач-терапевт тивĕçĕсене пурнăçлать. Ĕç стажĕ унăн - 43 çул. В.М.Монаховпа Г.М.Кузьмина  паха опыт пухнă медицина ĕçченĕсем. М.Г.Кондратьева пирки те ырă сăмахсем каламалла. Вĕсем халăха эмелпе те ăшă сăмахпа сиплеççĕ, тухса çÿрейменнисене килĕсене çитсе пулăшу параççĕ. Тин çеç çуралнă ачасем те пысăк тимлĕхре.

Офис çуртĕнче врач кабинечĕ тата медсестрасен йышăну пÿлĕмĕсем тивĕçлĕ шайра: çутă та хăтлă. Чирлисем кăнтăрлахи уйрăмра сипленме пултараççĕ, вĕсем валли икĕ палата уйăрнă. Ялта сипленекенсем валли пур условисем те пур кунта. Лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсем те пур паллах. Мишеркасси тăрăхĕ райцентртан аякра пулнă май тата кунти медперсоналăн темиçе яла тухса çÿремелли пирки офисăн хăйĕн автотранспорт çукки ĕçре пысăк чăрмав кÿрет. Тепĕр чухне йывăр чирлисем харăсах темиçе ялтан пулаççĕ (чирлесси вăл пурин те пулкалать), ял тухтăрĕ пур çĕре те çитсе ĕлкĕреймест е юларах çитет. Çавăнпа та техника çукки чылай чухне чăрмав кÿрет. Çакăн пирки медперсонал та пăшăрханса калаçать.

Мишеркассинчи офис коллективĕ чи малтан халăх сывлăхĕшĕн тăрăшать. Сывлăха упрасси пысăк пĕл­терĕшлĕ пулнине çынсем хăйсем те ăнланса илни паха. Çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕ мĕнле пуласси «васкавлă пулăшури» лару-тăруран та нумай килет. Палăртмалла, «Сывлăх» наци проекчĕпе тата сывлăха сыхлас ĕçри реформăсене пулăшакан тĕрлĕ проектсем тăрăх, больницăсем, пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕсем çĕнĕ оборудованипе, «Васкавлă пулăшу» машинисемпе пуянланса пыраççĕ. Анчах тумалли татах та нумай - автоматизаципе компьютеризаци, йăла ыйтăвĕсене татса парасси. Çавăнпа та кунти медиксем офиса та çĕнĕлĕхсем çитессе чăтăмсăр кĕтеççĕ.



"Пирěн пурнăç"
16 декабря 2006
00:00
Поделиться