Фермăсене пысăк тимлĕх кирлĕ
Декабрĕн 14-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче Шупашкарти “Кристина” ТЯО представителĕ ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе, унти специалистсемпе семинар-канашлу ирттерчĕ. Унта район пуçлăхĕ А.И.Криков та хутшăнчĕ, семинар-канашлăва вăлах ертсе пычĕ, килсе çитнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ.
Чи малтанах Çĕнĕ Шупашкарти “Агрохранение” предприяти директорĕн пĕрремĕш çумĕ В.В.Григорьев районти ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçисемпе калаçрĕ, туса илнĕ пахча çимĕçе вырнаçтарма вĕсене пулăшма пултарнине пĕлтерчĕ е тата çĕр ĕçĕнче кирлĕ тĕрлĕ техникăпа пулăшма май пурри çинчен каларĕ.
“Кристина” ТЯО директорĕн çумĕ Н.С.Егоров выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине ÿстерес тесен çĕнĕ йышши фермăсем, комплекссем хута ямаллине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен сивĕ витере тăракан ĕне выльăх нихăçан та пысăк продукци параймасть. Выльăх та хăйне пăхнине юратни пирки асăнчĕ. Çакăнпа та вăл семинар-канашлура ют çĕршывсенче ĕне тата сысна витисене мĕнлерех технологипе çĕкленипе е реконструкциленипе паллаштарчĕ, тăкакĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. Сăмах май, “Кристина” предприяти Голланди технологийĕпе ĕçлет. Вĕсен мелĕпе Раççейри ял хуçалăх предприятийĕсем, çавăн пекех республикăри хăш-пĕр районсем те килĕшÿ туса ĕçлеме пуçланă. “Кристина” фирма çĕнĕлле ĕçлеме шухăшлисене яланах пулăшма хатĕр, документаци тăвассине те пĕтĕмпех хăйсем çине илет. Унтан Н.С.Егоров ял хуçалăхне аталантарма банк урлă кредит илес йĕркесемпе паллаштарчĕ, тĕплĕнрех шухăшласа фирмăпа килĕшÿ тума чĕнсе каларĕ.
Районти тĕп зоотехник Е.С.Сапожникова районта аш-какай, сĕт туса илесси мĕнлерех пулса пынине тишкерчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, эпир выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессипе мухтанма пултараймастпăр-ха. Аш туса илессипе плана тултарайман, сĕт суса илессипе вара япăх мар ĕçленĕ. Сăвăм “Свобода”, “Аккозинский”, “Коминтерн”, “Нива” хуçалăхсенче, “Никитин” тата “Мочковашский” фермер хуçалăхĕсенче аван. Кашни ĕнерен лайăх сĕт суса илекенсем тепĕр çул патшалăх енчен хушма укçа илме пуçлаççĕ. Сăмах май, мăйракаллă шултра выльăхсене чĕрĕ ÿт хуштарассипе вара “Свобода”, “Нива”, “Коминтерн” хуçалăхсенче аван ĕçлеççĕ.
Семинар-канашлура сăвăмпа япăх ĕçлесе пыракансене те асăнчĕç. Вĕсем “Путь Ильича” колхозпа “Асамат” ТЯО. Асăннă хуçалăхсенче мĕншĕн сĕт чакса ларнин сăлтавĕсене пурте пĕрле пăхса тухрĕç, йывăрлăхран тухмалли çул-йĕрсене палăртрĕç.
Семинар-канашлăва А.И.Криков пĕтĕмлетрĕ, выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессипе тăрăшарах ĕçлеме чĕнсе каларĕ, яваплăха туйманнисенчен çирĕп ыйтасси пирки пĕлтерчĕ.