Ашшĕн тивĕçĕсене пурнăçламан
Темшĕн-çке хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ чун тĕпренчĕкĕсемпе йăпанса çемье пурнăçне тĕрĕс çулпа чуптарма тăрăшмасть.
Ачисене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани парса çын тăвас шухăш та çук-ши вĕсен; Çакăн пеккисен шутне Серенкасси ялĕнче пурăнакан, 1971 çулта çуралнă Г.-на та кĕртме пулать. Вăл кăçалхи январь уйăхĕнчен тытăнса сентябрĕн 16-мĕшĕччен 1999 çулта çуралнă ывăлне тата 2002 çулта кун çути курнă хĕр пĕрчине тивĕçлĕ воспитани паман, эрехпе айкашнă, ниçта та ĕçлемен, арăмĕпе ачисене лăпкă пурăнма кансĕрленĕ, час-часах ÿсĕрскер вĕсене хĕненĕ, çĕрлехи вăхăтра урама кăларса яма та именмен.
Акă, кăçал январь уйăхĕнче каçхине эрех ĕçнĕскер килте сăлтавсăрах ывăлĕпе пĕчĕк хĕрĕ макăрнăшăн харкашу пуçарнă, арçын ачана çапнă та çенĕке çара уран тата хулăн çи-пуçсăр кăларса тăратнă.
Мартăн 8-мĕшĕнче те Г. ывăлĕпе ÿсĕрскер хирĕçнĕ, ачине темиçе хутчен çапнă, киревсĕр сăмахсемпе вăрçнă. Çакăн пек тĕслĕхех июль уйăхĕнче те пулнă.
Сентябрĕн 15-мĕшĕнче çĕрле Г. килте «çил-тăвăл» пуçланă, арăмĕ хĕненипе килтен тухса тарнă. Ун хыççăн ашшĕ ачисене амăшне тупса килме хушнă, ывăлĕпе тата хĕрĕпе ятлаçнă, хăйĕн тĕпренчĕкĕсем çине алă çĕкленĕ. Арçын ачан тискер ашшĕнчен тухса тарма, анкартинче кăшман йăранĕ çинче çывăрма тивнĕ. Çапла майпа ача лăпкă та тÿлек ыйхăсăр, çемçе вырăнсăр тăрса юлнă. Тепĕр кунхине ирхине Г. каллех ывăлĕпе сăлтавсăрах хирĕçме тытăннă, унтан юри ачине çÿлелле пилĕк хутчен ывăтса урайне пăрахнă, ачана суранлатнă. Ывăлĕн каллех ашшĕн çиллинчен тарса килтен тухса кайма тивнĕ.
Çавăн пекех Г. çак тапхăрта пĕрмаях мăшăрне хĕнесе нушалантарнă, вĕлерессипе хăратнă.
Каламалла, Серенкассинчи Г.-ăн çула çитмен ачисене тивĕçлĕ воспитани парас вырăнне вĕсем çине тăтăшах алă çĕкленĕшĕн, ашшĕн тивĕçĕсене пурнăçламаншăн РФ Уголовнăй Кодексĕн 156-мĕш статйипе килĕшÿллĕн явап тытма тивет. Сăмах май, ку статьяпа çакăн евĕрлĕ ашшĕ-амăшĕсене виçĕ çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. Çавăн пекех Г. РФ УК 117-мĕш статйин «г» пункчĕпе айăпланать, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн çула çитмен икĕ ачине çапкаласа ыраттарнă, психика тĕлĕшĕнчен те хĕн кăтартнă. Ку статьяпа килĕшÿллĕн, 3-7 çуллăха тĕрмене лартма пултараççĕ.
Унсăр пуçне çак «паттăрăн» арăмне хĕненĕшĕн РФ УК 117-мĕш статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн те явап тытмалла пулĕ. Вĕлерессипе хăратнăшăн вара Г. 119 статьяпа айăпланать. Куншăн икĕ çул таран ирĕксĕр юлма пулать.
Çÿлерех асăннă статьясемпе килĕшÿллĕн, преступленисем тунăшăн Г.-ăн çывăх вăхăтра суд сакки çине ларма тивĕ. Следстви пынă вăхăтра ăна арестленĕ, уголовнăй ĕç пуçарса суда ярса панă. Маларах икĕ хутчен айăпланнă Г. хăйĕн йăнăшне ăнланĕ-ши;