Милици хроники
Районти иртнĕ эрнери криминаллă лару-тăрăва тишкерсен саккуна пăсакансем ытларах эрех ĕçсе «паттăрланнă» çынсем пулнине çирĕплететĕн.
Декабрĕн 4-мĕшĕнче Пĕрремĕш Липовкăра кинĕпе хунямăшĕ хушшинче хирĕçÿ сиксе тухнă. Çамрăк хĕрарăм, «симĕс çĕлен» ытамĕнче пулнăскер, хунямăшне хĕненĕ. Ку енĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Çав кунах ирхи 9 сехетре çивĕч чĕлхеллĕ кин ялти хĕрарăмпа та ятлаçма ĕлкĕрнĕ, ăна усал сăмахсемпе кÿрентернĕ. Чĕлхине çыртма вĕренменнишĕн хĕрарăма административлă майпа виçĕ талăклăх ирĕксĕр хăварнă.
Хĕрарăмсем халĕ арçынсенчен пĕрре те кая мар: чĕлĕмне паклаттараççĕ, эрехне ĕçеççĕ. Вăрçса харкашма та именмеççĕ вĕсем. Акă, иртнĕ ытлари кун 22-сехетре Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрĕнче виçĕ хĕрарăм темĕн пайлайман, пĕр-пĕринпе çапăçнă. Шалти ĕçсен пайне виççĕшĕ те пĕр-пĕрин çинчен заявлени çырса панă. Уголовнăй ĕç пуçарнă.
Упăшкипе арăмĕ хушшинче килĕшÿпе туслăх пулсан çемье те çирĕп. Харкашусем, пĕр-пĕрне хисеплеменни çемьене аркатать çеç. Мишеркассинчи пĕр арçын мăшăрне, ачисене хисеплекен йышшисенчен мар пулмалла. Вăл хаяр шĕвекпе пуçне минретнĕскер, декабрĕн 7-мĕшĕнче, каçхине, çывăх çыннисемпе харкашнă, çуртри япаласене çĕмĕрнĕ. Каç пулнине пăхмасăрах çемйине урама кăларса яма та хăйнă.
Çак кунах шалти ĕçсен пайне Енкĕлт ялĕнчен çемье пуçлăхне икĕ ывăлĕ хĕнени çинчен пĕлтернĕ. Кун пирки тĕрĕслев ĕçĕсем пыраççĕ.