Инкек пулнă вырăнтан тарнă
Ÿсĕрле руль умне ларма юраманнине кашни водителех пĕлет. Анчах çакна пурте ăша хывма шутламаççĕ. Хĕрлĕ Чутай салинчи А.Михуткин та хĕрĕх градуслипе «хăпартланнăскер» кун пирки маннă. Унăн асăрханусăрлăхĕ вара питĕ хака ларнă. Декабрĕн 10-мĕшĕнче 18 сехетре вăл çăмăл автомашинипе Хĕрлĕ Чутай салин Советски урамĕпе пыракан А.Трофимова çапса хăварнă.
Çул-йĕр правилипе килĕшÿллĕн, водителĕн инкеке лекнĕ çынна пĕрремĕш пулăшупа тивĕçтермелле, кирлĕ пулсан ăна больницăна леçмелле. А.Михуткин вара çул-йĕр правилине пăхăнас темен, инкек пулнă вырăнтан тарнă.
Çул-йĕр аварийĕнче А.Трофимов йывăр аманнă.
"Пирěн пурнăç"