Салтак аттине тăхăнассинчен пăрăнмаллах-ши;
Салтак ретне тăма хатĕрленекен яш каччăсемшĕн халĕ хĕрÿ тапхăр - кĕрхи призыв пырать.
Районти çар ĕç комиссариачĕн 2-мĕш уйрăмĕн начальникĕ Ю.Ф. Богатнаев пĕлтернĕ тăрăх, кĕркуннехи призыв лайăх иртсе пырать, çамрăксенчен чылайăшĕ Тăван çĕршыва сыхлама, хăйсен тивĕçне кăмăлпа пурнăçлама хатĕр.
Декабрĕн 6-мĕшĕ тĕлне районти 37 яш-кĕрĕм çар ретне тăнă ĕнтĕ тата 9 çамрăка ăсатмалла, ăсату каçĕсем декабрĕн 17-мĕшĕнче вĕçленмелле. Унсăр пуçне 15 каччă медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, салтак ретне тăма хатĕр, хальлĕхе резервра.
Салтак пăттине тутанса пăхма кăмăллисем чылаййăн пулни савăнтарать. Çав хушăрах çар ретне тăрассинчен пăрăнакансем те пур-ха. Ял тăрăхĕсемпе илсен, Штанаш тăрăхĕнче пурăнакан çамрăксем ытларах йĕркене пăсни паллă. Вĕсем саккуна пăсса вăхăтра çар комиссариатне килмен, килмеççĕ те, салтак тумне тăхăнассинчен пăрăнаççĕ. Вĕсене ятран асăнмалла: А.Н. Алексеев (Урикасси), А.Н.Иванов (Кĕрлев), В.Н.Иванов (Вăрманкас), В.А.Коннов (Штанаш), В.Г.Макаров (Урикасси), А.В.Михайлов (Кĕрлев), О.В. Осеев (Штанаш), С.Ю. Прокопьев (Штанаш), А.Ю.Соловьев (Вăрманкас), В.Г.Тумашков (Штанаш), М.И.Степанов (Упукушкăнь). Вырăнти “таркăнсемпе” ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Н.Руссков та сахал мар ĕçленĕ ĕнтĕ, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса калаçнă, анчах усси пулман темелле. Халĕ асăннă çамрăксен саккун умĕнче явап тытма тивĕ.
Мĕншĕн каччăсем салтак аттине тăхăнассинчен пăрăнаççĕ; Вĕсемех-çке ача чухне вăрçăлла выляса ÿснĕ, маттур салтак пулăп тесе аслисем умĕнче мухтанса калаçнă. Çитĕннĕçемĕн вара ача чухнехи патриотла туйăм таçта çĕтет. Кунта ашшĕ-амăшĕсен айăпĕ те пур пулĕ, ачисене çарта пулни нимĕн те памасть тесе вĕрентеççĕ. Хальхи вăхăтра мĕн чухлĕ çамрăк килте ĕçсĕр ларса мачча çине сурса выртать. Çакă юлашкинчен аслисене те тарăхтарма пуçлать. Çавăнпа та ывăлсене çара каяссинчен сыхласа хăвармаллах-ши; Тен, салтак аттине тăхăнсан тăрлавсăр çамрăксене ăс кĕрет, вĕсем пурнăç тутине ăнланĕç. “Çар - пурнăç шкулĕ”, - тени ахальтен мар ĕнтĕ. Каччăсен Тăван çĕршыв чысĕшĕн вăй-хала шеллемелле мар, салтакра пулнă çын яланах хисепре.