Пĕрлĕхре - вăй
Иртнĕ кĕçнерни кун Шулю шкулĕнче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулчĕ. Пухăва район администрацийĕн çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссийĕн яваплă секретарĕ А.Н.Кучекеева, райадминистрацин ачасен прависене хÿтĕлес енĕпе тăрăшакан тĕп специалисчĕ А.Н.Дадюкова, шалти ĕçсен пайĕн аслă следователĕ Р.П.Пудова, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн начальникĕ Ю.Г.Ербулаткин, Ачкасси тăрăхĕн участковăйĕ Ю.С.Ратников хутшăнчĕç. Вĕсем шкул ачисемпе тĕл пулса калаçрĕç, унтан - ашшĕ-амăшĕсемпе.
А.Н.Кучекеева пĕлтернĕ тăрăх, Ачкасси тăрăхĕнче 11 япăх çемье шутланать, çав шутра Шулюра - 4, I Липовкăра - 1, Серенкассинче - 6. Уйрăмах çак çемьери ачасем преступлени çулĕ çине тăраççĕ те.
Пухăннисем, пĕрлĕхре вăй пулнине шута илсе, преступлени тăвассине чакарас, ачасен прависене хÿтĕлес, япăх çемьесемпе ытларах ĕçлес тесе пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме тĕллев лартрĕç.