Ăшă сăмахсене тивĕç
Юрий Александрович Данилов Мишеркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. 70 çулта ĕнтĕ вăл халĕ. Апла пулин те сăнĕпе те, чунĕпе те чылай çамрăк курăнать. Ватлăх кунĕсене вăл Березовкăри Ваттисен çуртĕнче ирттерет.
Ю.А.Данилов вăрман ĕçченĕ пулса тимленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 33 çул. Çамрăк чухне Çĕмĕрле районĕнче ĕçленĕ, унтан 31 çул хушши Хĕрлĕ Чутайри вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă. 1978 çултан пуçласа 1996 çулччен Пантьăк лесничествинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ĕмĕр тăршшĕпех вăрманти уçă сывлăша, чĕвĕл-чĕвĕл кайăксен сассисене туйса, кашни йывăç-тĕме пĕлсе пурăннăскер, Ваттисен çуртĕнче те ĕçсĕр ларма пултараймасть: ялан мĕн те пулин шутласа кăларать, икĕ алă валли ĕç тупатех. Ватлăхра сывлăхĕ те хавшать. Юрий Александрович иккĕмĕш ушкăн инваличĕ шутланать, çапах вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать.
Березовкăри Ваттисен çуртĕнче хушма хуçалăх тытаççĕ, Юрий Александрович пушă вăхăтра унти ĕçсене хутшăнма тăрăшать, пыл хурчĕсемпе аппаланать.
- Пыл хурчĕсемпе тахçантанпах тăрмашатăп, килте чухне те вĕллесем тытаттăм. Вĕсене эпĕ пĕчĕк ачасене пăхнă пек пăхатăп. Сăмах май, “Коминтерн” ЯХПК ертÿçи А. Б.Новикова та пыл хурчĕсен 2 çемйине Ваттисен çуртне парне турĕ. Çакăнпа кунти коллектив питĕ кăмăллă, - терĕ ветеран.
Ю.А.Данилов обществăлла мероприятисене активлă хутшăнать, ватăсене пушă вăхăта усăллă ирттерме майсем туса парать. Акă, нумай пулмасть вăл вăрман хуçалăхĕн ертÿçипе В.Е.Савинкинпа тĕл пулса калаçса бильярд вылямалли сĕтел вырнаçтарса лартнă. Халĕ мучисем каçсерен çак вăййа выляса савăнаççĕ.
Çуллахи вăхăтра Ю.А.Данилов пулла çÿреме юратать. Вара кунти социаллă ĕçченсем пурне те пулă яшкипе сăйлаççĕ.
Çут çанталăка питĕ кăмăллать ветеран. Çавăнпах-и, тен, кăмăлĕ те ытла ырă унăн. “Çынна ырă туни ырăпа таврăнать”, - теççĕ халăхра. Çак тĕллевпе пурăнать те ĕнтĕ вăл. Коллективра та ăна хисеплеççĕ, социаллă ĕçченсем те ун пирки ырă сăмахсем çеç калаççĕ. Лайăх çын ăшă сăмахсене тивĕçех ĕнтĕ.