Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тутă выльăх çеç тупăш парать

Хĕллехи тапхăрта ĕне выльăхран продукци илессине чакармалла маррине кашни ăнланать. Сăвăм тăрăх илсен, районти ял хуçалăхĕсен ĕне фермисенче, декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне, кашни ĕне талăкра вăтамран 6,1 килограмм сĕт антарнă, пĕлтĕр çак тапхăрта 5,9 пулнă. Çав хушăрах “Свобода” колхозри дояркăсем талăкра кашни ĕнерен 11,2 килограмм сĕт суса илеççĕ, “Коминтерн” - 10,3, “Аккозинский” - 8,5. “Нива”, “Победа”, “Асамат” хуçалăхсенче, “Мочковашский” фермер хуçалăхĕнче вара продукци илесси районти вăтам кăтартуран та пĕчĕкрех. “Сура” ЯХПК-ри ĕнесем вара качака чухлĕ те сĕт параймаççĕ, кунта 2 килограмм сĕт суса илеççĕ, “Путь Ильича” - 2,2, “Искра” - 2,7 килограмм. Хуçалăх ертÿçисен, фермăри специалистсен продукцие ÿстересси пирки хытах шухăшламалла.



"Пирěн пурнăç"
06 декабря 2006
00:00
Поделиться