Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Мĕншĕн техникăна упрама тăрăшмастпăр

Ял хуçалăхĕнче техника тĕп вăй пулса тăрать. Унсăрăн пĕр ĕç те пурнăçлаймăн. Пур техникăна упрамасан, юсавлăхне тĕрĕслесе тăмасан ял хуçалăх отрасльне ура çине тăратаймăн.

Ĕлĕкрен çĕр ĕçченĕ уй-хир пушансанах усă курнă техникăна машина-трактор паркне çитернĕ, тасатса çу сĕрсе кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра упрама лартнă. Çак ĕç хальхи вăхăтра та тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Йĕрке тăрăх, ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур ял хуçалăх техникине хĕл каçма лартса çитермеллеччĕ. Кăçал кĕрхи ĕçсем тăсăлса кайнă май тата ытти сăлтавсене  пула, çак срока ноябрĕн 22-мĕшĕччен тăснă. Мĕн кăтартса пачĕ-ха пĕтĕм­летÿ; Районти колхозсемпе ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисем, унти специалистсем, пурте  мар паллах, ĕçе яваплăха туйса пурнăçларĕç. Ырă енĕпе “Коминтерн” (ертÿçи А.Б.Новикова), “Путь Ильича” (председателĕ Ю.О.Яндайкин) хуçалăхсене асăнмалла. Вĕсенче техникăн ытларах пайне ангара упрама лартнă. Шел те, “Искра” хуçалăхри (юлашки вăхăтра асăннă хуçалăх “Искра-Хмель”, “Искра” ЯХПК, “Авангард” вак хуçалăхсем çине пайланчĕ) Пантьăк ял çывăхĕнчи техника паркне кĕрсен йĕркесĕрлĕхе асăрхатăн. “Хир карапĕсем” кĕркунне вырмаран мĕнле çитсе ларнă, паянхи кунччен те çаплах “ыйхăра”. Паркри ытти агрегатсем те çум-курăк ăшне путнă, территоринче тимĕр-тăмăр нумай сапаланса выртать. Кунта техникăна хĕл каçма хатĕрленни пачах сисĕнмест. Сăлтавне пĕлес тесе хуçалăх кантурне çитрĕмĕр. Унта та  алăксем хупă. Каллех ыйту тухса тăрать. Мĕншĕн-ха механизаторсем хăйсем çăвĕпех хура тар тăкса ĕçленине хисеплемеççĕ, хĕрÿ ĕç хыççăн техникăна тирпейлесе пуçтарса лартмаççĕ; Техника тепĕр çул хăйсенех кирлĕ пулать-çке, вĕсенех юсаса асапланма тивет. Паркри йĕркесĕрлĕх, паллах, вырăнта инженерипе техника служби хытах уксахланине пĕлтерет. Хуçа çук çĕрте яланах йĕркесĕрлĕх. Машина-трактор паркĕ юхăнса кайсан вара хуçалăх арканасси те инçех мар.

Пурте пĕлетпĕр, хуçалăх кассине кашни пусĕ тар тăкнипе пырса кĕрет. Апла пулсан мĕншĕн-ха техникăна йĕркеллĕ упрассишĕн, юсавлăха тĕрĕслесе тăрассишĕн хыпаланмастпăр; “Кая юлсан, каю шăтать”, - тенĕ пек ан пултăрччĕ. “Хурçă ут” сывă пулсан Çĕр-аннемĕр те пушă выртмĕ, этем те ырлăхра пурăнĕ.



"Пирěн пурнăç"
06 декабря 2006
00:00
Поделиться