Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Выляв иртрĕ

Виçĕм кун Перекет банкĕн Етĕрнери уйрăмĕн Хĕрлĕ Чутайри 4438-мĕш номерлĕ хушма офисĕ кунта ĕç укçи илсе тăракансем хушшинче выляв ирттерчĕ. Сăмах май, районта Перекет банкĕпе туслă çыхăнура пурăнакан, ун урлă ĕç укçи илекенсем пурĕ 197 çын. Вĕсем «Чăвашсетьгазăн» Хĕрлĕ Чутайри филиалĕнче, «Автоваз» предприятийĕнче, налук инспекцийĕнче, телевидени центрĕнче (телевышка)... ĕçлекенсем.

Районти Перекет банкĕ кун пек вылява пĕрремĕш хут ирттермест. Ваттисен кунĕ умĕн районти 1200 пенсионер хушшинче те вăл пулчĕ. Калас пулать, аслă ăру çыннисем ун чухне банк ирттернĕ вылявпа питĕ кăмăллă юлнă. Ĕç укçине Перекет банкĕ урлă илекенсем хушшинчи выляв электронлă майпа иртрĕ. Малтанхи пек билет туртса кăлармалла мар, пĕтĕм ĕçе компьютер хăй пурнăçлать. Чăннипе, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекен Аня Родионова хăйĕн çемçе те пĕчĕк аллисемпе компьютерăн клавиатурине пуснипе телейлисем палăрчĕç.

Вылява 30 пин тенкĕ хывнă. Пĕрремĕш турта 20 çын 200-шер тенкĕ илме пултарчĕç, иккĕмĕшĕнче - 20 çын 300-шер тенкĕ, виççĕмĕшĕнче - 30-ăн 500-шер тенкĕ. Чи телейлисем вара «Автоваз» предприятийĕнче ĕçлекен Г.Тихонова, райадминистрацинче тимлекен В.Майорова, «Чăвашсетьгазăн» Хĕрлĕ Чутайри филиалĕнчи Р.Михеева, налук инспекцийĕнчи А.Данилова тата банк урлă ача укçи илсе тăракан Л.Кузьмина. Вĕсем 1000-шер тенкĕ выляса илчĕç. Выляв укçине çынсен пайăр (лицевой) счечĕ çине куçарса параççĕ.



"Пирěн пурнăç"
02 декабря 2006
00:00
Поделиться