Мĕн акатăн, çав шăтать
Паха вăрлăх - пысăк тухăç никĕсĕ. Çавăнпа та паян районти мĕн пур хуçалăх умĕнче çакăн пек тĕллев тăрать: çывăх кунсенчех çитес çулхи çуркунне акмалли паха вăрлăх хатĕрлесе хурасси. Хăш-пĕр хуçалăхсем тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтрах кирлĕ чухлĕ вăрлăха акма юрăхлă кондицие çитерме тăрăшаççĕ. Кунта ырă енĕпе “Коминтерн” хуçалăха асăнмалла. Атнарсем мĕн пур вăрлăха 71 процент чухлĕ кондицие çитернĕ, “Аккозинский” - 97, “Нива” - 76. Анчах ытти хуçалăхсем кирлĕ чухлĕ вăрлăх янтлас тата ăна кондицие çитерес тĕлĕшпе начар ĕçлеççĕ. Паянхи кун тĕлне илсен, “Сура” хуçалăхра тата “Мочковашский” КФХ-ра çур аки ирттерме вăрлăх пачах çук. Çавăн пекех “Авангард” хуçалăхăн та пăрçа вăрлăхĕ 9 тонна кăна.
“Никитин В.А.” КФХ, “Санкинский”, “Штанашский” тата ытти хуçалăхсен мĕн пур вăрлăха тасатмалла, акма юрăхлă кондицие çитермелле.
Хăш-пĕр хуçалăхсем çулран-çул кивĕ вăрлăхпа усă кураççĕ. Çавăнпа вĕсен тыр-пул тухăçĕ те пĕчĕк пулать. Пысăк репродукциллĕ вăрлăх (1-3) районĕпе 25 процент кăна. Вăрлăхсене çĕнетессипе тата пысăк тухăçлă сортсем туянассипе “Асамат” ТЯО, “Коминтерн”, “Свобода”, “Нива” хуçалăхсем аван ĕçленине палăртмалла. Çак асăннă хуçалăхсенче 30-50 процент таран 1-3 репродукциллĕ вăрлăх хатĕрлеме пултарнă.
Паха вăрлăх акса хăварнин усси питĕ пысăк. Ученăйсем палăртнă тăрăх, пысăк репродукциллĕ сортсем 15-30 процент таран тыр-пул тухăçне ÿстерме май параççĕ.
Нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне 2 тонна чухлĕ тĕрĕсленĕ. Вĕсем те таса маррине пула кондицие лармаççĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсем курăк вăррисен пахалăхне тĕрĕслеме паман. Çавăнпа та вĕсен çак кунсенчех вăрлăхсене тĕрĕслеве тăратмалла.
Хальхи вăхăтра тырă тасатса типĕтмелли техникăна тулли хăватпа ĕçлеттермелле, вăрлăх тасатакансен ушкăнне йĕркелемелле. Çуркунне акма паха вăрлăх хатĕрлессишĕн хуçалăх ертÿçисемпе специалистсен хăйсен яваплăхне ÿстермелле.