Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ачкасси ял тăрăхĕнче пултаруллăрах ĕçлеççĕ

Юлашки вăхăтра ял клубĕсене çĕнĕ сăн кĕме пуçларĕ тесен те юрать. Малтанах вĕсем юхăнса, ишĕлсе кайнăччĕ. Ырă пулăм, паллах, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ĕçлес туртăмĕ пысăк пулнине палăртать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Николаевна Шереметьева пĕлтернĕ тăрăх, ялсенчи клубсене еплерех ĕçленине тĕрĕслеме комисси йĕркеленĕ. Ноябрь уйăхĕн праçникĕсенче комисси членĕсем ял тăрăхĕсенчи клубсене çитсе курнă. Вĕсем каланă тăрăх, уйрăмах Ачкасси ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен тăрăшулăхĕ палăрать. Сăмахран, иртнĕ çулсенче Серенкассинчи Культура çурчĕ пысăк йывăрлăхра пулнă: стена çинчи штукатурка ишĕлнĕ, урай сăрĕсем кайса пĕтнĕ... Нумаях пулмасть кунта юсав ĕçĕсем пуçланчĕç:  стенапа урайăн нĕрĕ кĕчĕ. Уйрăмах ку ĕçсемшĕн Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.С.Патьянов, район Пухăвĕн депутачĕ В.В.Спиридонов, Серенкассинчи Культура çурчĕн директорĕ В.Н.Оринов, В.М.Ермолаев художник ырă сăмаха тивĕç.



"Пирěн пурнăç"
29 ноября 2006
00:00
Поделиться