Çул çитмен çамрăксене ĕçпе тивĕçтеретпĕр
Çитĕнсе пыракан ăрăва ĕçпе тивĕçтересси - яланхи çивĕч ыйту. Çак ыйту ашшĕ-амăшĕсене, район тата вырăнти администрацисене, йĕрке хуралĕнче тăрăшакансене, ыттисене те шухăшлаттарма тивĕç. Ĕçпе тивĕçтерекен центршăн та çак ыйту кашни кун татса памаллисенчен пĕри пулса тăрать. Палăртмалла, ку енĕпе специалистсем сахал мар ĕç туса ирттереççĕ: организацисемпе предприятисен кадр службисемпе вакансисен ярмăрккисем, информаци стенчĕсем тата ыттине те йĕркелеççĕ.
Юлашки вунă уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, ĕçпе тивĕçтерекен центра 14-18 çулсенчи 357 çамрăк вăхăтлăх ĕç тупса пама ыйтса пынă.
Кăçал, майăн 31-мĕшĕнче, вакансисен ярмăрккине ирттернĕ. Унта ĕçсĕр тăрса юлнă 21 çын тата 16 ĕçпе тивĕçтерекен (организаци ертÿçисемпе предпринимательсем), ашшĕ-амăшĕсем, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекенсем хутшăннă. Ваканси ярмăрккинче 57 çынна ĕç вырăнĕ тупса панă.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче 14-18 çулсенчи çамрăксене ĕçпе тивĕçтерессипе организаци-предприятисемпе 9 килĕшÿ тунă. Тачă çыхăнса ĕçлесе пыракан организацисене палăртса хăвармалла: Тури Çĕрпÿкассинчи, Атнарти, I Хурашашри, Мишеркассинчи шкулсем, Хăмарккари тата Хĕрлĕ Чутайри пуçламăш шкул-садсем, районти халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центр, «Çын тата çут çанталăк» музей, «Асамат» ТЯО. Вĕсем çулсерен çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме пулăшаççĕ.
Çавăн пекех 14-18 çулсенчи 198 яш-кĕрĕмпе хĕр упраç ватăсем патне киле çÿресе пысăк пулăшу панă. Центр урлă ĕç тупнă çамрăксем уйăхсерен шалу илнĕ. Пĕтĕмпе çул çитмен çамрăксене ĕçленĕшĕн тÿлеме 172,5 пин тенкĕ укçа уйăрнă, ку пĕтĕмпех федераллă бюджетран. Ĕçпе тивĕçтерекен центр пысăк ĕç тăвать, тин кăна пурнăç çулĕ çине тухакан çамрăксене ĕçе хăнăхтарать, хăйсене укçа ĕçлесе илме май парать.