Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пушар тухнă - çын вилнĕ

Пурнăç пĕрре килет, анчах ăна та тивĕçлĕ пурăнса ирттерейместпĕр. Акă, ноябрĕн 22-мĕшĕнче, 4 сехет те 45 минутра пушар хуралне Тури Çĕрпÿкасси ялĕнчен шăнкăрав çитнĕ: Николай Витальевич Михайлов хуçалăхĕнче пÿрт çунма пуçланă. Вут-çулăм ниме те шеллемест çав, пулăшу çитнĕ çĕре вăл хăйĕн усал ĕçне чылай тунă. Вут-çулăмра кил хуçи те çунса кайнă. Тĕрĕслев кăтартнă тăрăх, пушар чĕлĕм тĕпне сÿнтермесĕр пăрахнипе  тухнă.



"Пирěн пурнăç"
25 ноября 2006
00:00
Поделиться