Куç тулли ача-пăча, çакă мар-и телей;
Мăшăрсем 7 ачана (арçын ачасем 5, хĕр ачасем 2) кун çути парнеленĕ. Асли 17-ре ĕнтĕ, чи кĕçĕнни шкул çулне çитмен-ха, 5-ре çеç. Палăртмалла, ачасем шкулта аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, обществăлла мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ, хальлĕхе, ачисен ÿсĕмĕсемпе кăмăллă.
Çемье пуçлăхĕ, Леонид Анатольевич, 1967 çулта çуралнă. Ялти вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн çамрăк тăван тăрăха ĕçлеме юлнă. Юрра-ташша ăста пулнăран ăна клуб заведующийĕ пулма шанаççĕ. Чылай çул çак ĕçре тăрăшать вăл. Вăхăт çитсен çемье çавăрать. Пулас мăшăрĕпе вăл ялта паллашать. Çамрăк учительницăна, Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн, Çĕн Атикасси ялĕнчи шкула ĕçлеме яраççĕ. Çакăнта паллашаççĕ те çамрăксем, пĕр çемьене чăмăртанаççĕ. Муркаш район хĕрĕ вара кунта тĕпленет.
Ялти учитель пулса ĕçлеме паян пĕрре те çăмăл мар. Е.В.Сюткина вĕрентÿ тытăмĕнчи инноваци технологийĕсене пурнăçа кĕртсе пырса ачасене çирĕп пĕлÿ парассишĕн, вĕсен тавра курăмне аталантарассишĕн тăрăшса ĕçлет. Ял учителĕн çемье валли вăхăчĕ те сахал: пÿрт тулли ача-пăча, кил-çурт, хушма-хуçалăх. Çав вăхăтрах тетрадьсем те тĕрĕслемелле. Елена Васильевна йывăрлăхран хăрамасть, пурне те пурнăçлать, пур çĕре те ĕлкĕрет. Вăл - пĕрремĕш категориллĕ педагог. Вĕрентÿ тытăмĕнчи ÿсĕмсемшĕн ăна ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе те чысланă.
Сюткинсем районта нумай ачаллă йĕркеллĕ çемьесенчен пĕри шутланаççĕ. Ун пек çемьесене социаллă хÿтлĕх пайĕ май килнĕ таран пулăшса пырать. Сюткинсем - пултаруллă та хастар çынсем. Вĕсем пысăк çемьесем хушшинче ирттерекен тата ытти мероприятисене час-часах хутшăнаççĕ. Кăçал Сюткинсем республикăри нумай ачаллă çемьесен слетне кайса килнĕ. Çемье слетран тулли кăмăлпа таврăннă.
“Ачаллă пулма ăс кирлĕ мар, ача пăхма ăс кирлĕ”, - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене ăша хывса пурăнать те Е.В.Сюткина. Аннемĕрсен кунĕ çитнĕ май ăна чи ырă та çепĕç сăмахсем калатпăр. Анне-çке çемьене упраканĕ, ачасен хушшинчи килĕшÿлĕхе тытса пыраканĕ, тăван-хурăнташа çыхăнтараканĕ. Малашне те çапла пултăрччĕ.