Çемьере килĕшÿпе туслăх хуçаланать
Аннесен кунĕ çывхарса пырать. Çак уявра ача çуратса ÿстерессине, çемьери килĕшĕве, кил вучахне тĕрĕс-тĕкел упрассине тĕпе хурса пурăнакан ача амăшĕсене чыслаççĕ. Çапла пулмалла та ку. Аннесем çак чыс-сума хăйсене халалланă кунра çеç мар, кашни кунах туйма-курма тивĕç. Вĕсем-çке çутă тĕнчене килекен чуна пурнăç парса ĕмĕр тăршшĕпех хăйсен ăшшипе çупăрласа тăраççĕ, пурăнма вăй-хал пиллеççĕ.
Турхан ялĕнче пурăнакан 28 çулхи Ирина Падюкова та çÿлерех асăннă сăмахсене тивĕç. Вăл çут тĕнчене виçĕ ача парнеленĕ. Кĕçĕнни кăçалхи майăн вуннăмĕшĕнче çеç çуралнă. Таса ÿт-пÿллĕ, хăйсем пекех хăмăр куçлă Никитăна пурте каçса кайсах юратаççĕ.
- Никитăна ача çураттармалли çуртран илсе килессе вăталăхри ывăлăм, Костя, куç пек кĕтнĕ, - калаçăва пуçларĕ виçĕ ача амăшĕ. - Киле таврăнсанах Костя пĕчĕк шăллĕнчен пĕр шит те уйрăлмарĕ, унăн кашни пÿрнине чуп тăватчĕ.
Паллах, нумай ачана ÿстерме çăмăл мар. Анчах та И.Падюкова ачисене кун çути парнеленĕшĕн ÿпкелешмест. Вăл вĕсенче çемье телейне курать. Ялта пурăннăран, йышлă выльăх-чĕрлĕх усранăран, хирте 0,70 гектар çĕр пулнăран хĕрарăм нихăш ачине те вăрах вăхăт хушши утьăкка сиктерсе ларайман. Кайăк пек ир ыйхăран вăраннă, каç пуличчен ĕçленĕ. Чăваш хĕрарăмĕ, ял хĕрарăмĕ чăтăмлă çав. Турри çапла çырнă пулĕ: ача çуратиччен - пĕр эрне, çуратнă хыççăн 2-3 эрне каннă. Ирина та кĕçĕннине çуратма кайиччен пахча çимĕçе йăлтах лартса хăварнă, унтан пульницăна кайнă. Ун вырăнĕнче тепри пулсан тахçанах пуçне усĕччĕ. Мал ĕмĕтлĕ хĕрарăм вара пуласлăха шанать. Тĕрĕссипе, юнашар шанчăклă мăшăрĕ пулни те çунат хушать. Кăçал вĕсем пĕчĕккĕн кирпĕчрен çурт çĕклеме тытăнчĕç. Укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех пулнипе Сергей мăшăрĕ аякка ĕçлеме тухса кайнă. Хальхи вăхăтра Ирина виçĕ ачапа пĕчченех пурăнать.
- Виççĕмĕш класа çÿрекен Катя хĕрĕм пысăк пулăшу парать, - калаçăва тăсать хĕрарăм. - Шкултан килсен вăл Никитăна пăхать. Çав хушăра эпĕ выльăх-чĕрлĕхпе аппаланатăп. Аннепе хунямана та ырăпа асăнмалла, вĕсем те пулăшсах тăраççĕ.
Сергей Юрьевичпа Ирина Ивановна çăмăл мар пурнăçпа пурăнаççĕ пулин те, хăйсене телейлĕ тесе шутлаççĕ. Вĕсен ачисем пĕринчен тепри маттур: Катя шкулта аван вĕренет, Костя çивĕч ача. Пĕр сăмахпа каласан, Падюковсен çемйинче туслăхпа килĕшÿÿ, юрату хуçаланать.