Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И.Крикова с Днем матери

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, тăванăмăрсем!

 

Ирĕк парсамăр Сире Пĕтĕм Тĕнчери Аннесен кунĕ ячĕпе саламлама.

Çак çутă уяв обществăн пĕтĕм сийне пĕрлештерет. Ыркăмăллăхпа çынна вырăна хунипе пĕрлех юрату туйăмĕпе çыхăнтарать. «Хĕвел çумĕнче çутă, анне çумĕнче ăшă», - тенĕ ваттисем. Хĕрарăм – анне ачисене тăван чĕлхене вĕрентет, пурлăха упрама ăс парать. Вăл – кил-çурт ăшшине тытса тăрать, ачисене пурнăç вăй-хăватне, мăшăрне çепĕçлĕх пиллет.

Эпир, районта пĕр пысăк çемьери пек пурăнатпăр. Апла пулсан, пирĕн хушăра туслăх, ăнланулăх, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр туйăм пулмалла. Часах ача амĕшĕсем валли Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕ вăя кĕмелле, унпа килĕшÿллĕн малашне ача çуратакан амăшĕсене укçа-тенкĕ ытларах уйăрса парĕç. Çулсеренех тĕрлĕ кану лагерĕсенче чылай ача хăйсен сывлăхне çирĕплетет – ку та хăйне евĕр пулăшу.

Хисеплĕ аннесем, сирĕн килĕрте яланах ăшă пултăр, çĕкленÿллĕ кăмăл, ачасен юратăвĕ, мăшăрсен ăнланулăхĕ Сирĕнпе пĕрле пулччăр.

 

 

Район пуçлăхĕ           А.И.Криков



23 ноября 2006
00:00
Поделиться
;