Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пурнăç сукмакĕпе - 53 çул

«Пурнăç пурăнасси - уй урлă каçасси мар», - теççĕ ваттисем. Кирек мĕнле пурăнсан та, ĕмĕр иртсе пырать. Анчах килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Ун пек çемьесенче ачасем те тĕрĕс-тĕкел ÿссе çитĕнеççĕ, ашшĕ-амăшне те сума сăваççĕ. Туктамăшри Петр Федоровичпа Надежда Тимофеевна Удяковсем пирки те çавнах каламалла.

Мăшăрсем 53 çул ĕнтĕ пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Кил-çуртра чашăк-тирĕк шăнкăртатмасăр пулмастех ĕнтĕ. Анчах çемье пуçлăхĕ мăшăрне сивĕ сăмахсемпе ÿпкелесе кÿрентермест. Надежда Тимофеевнан та усал сăмахсемпе вăрçăнас хăнăху çук. Хуçалăхри ĕçсене яланах пĕрле пурнăçлаççĕ, пĕри теприне пулăшса, шăкăл-шăкăл калаçса пурнăç сукмакĕпе пĕр тикĕссĕн утса пыраççĕ ватăсем.

Петр Федорович - ăста платник тата столяр. Ку енĕпе вăл ятарлă пĕлÿ илмен, Турă пани ĕнтĕ ку  унăн. Уншăн хăтлăхпа илемлĕх, тасалăхпа тирпейлĕх чуна çывăх. Кил-çурта, хуралтăсене йăлт хăй аллипе, хăйне килĕшнĕ пек çĕклесе лартнă, сĕтел-пукансем те ăсталать вăл. Ял çынни-çке вăл. П.Ф.Удяков нихçан та алă усса ларма юратман, лармасть те. Халĕ те ялан йывăçран мĕн те пулин касса ăсталать, ялан тем шаккать. Ăста платник патне ял çыннисем пулăшу ыйтма килеççĕ. Кăмăлпах пурнăçлать вăл хушнине, çавăнпа хисеплеççĕ те ăна таврара. Палăртмалла, Петр Федорович йĕкĕреш хăраххи. Темиçе çул каялла унăн пĕр тăванĕ чирлесе кайнă хыççăн çĕре кĕнĕ.

П.Ф.Удяков райпо тытăмĕнче рабочи пулса 38 çул ĕçленĕ, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Унта та ĕçченлĕхпе палăрнă вăл, коллективра хисепленĕ. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн 1996 çулта ăна «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă.

Н.Т.Удякова пирки те ыррине çеç каламалла. Вăл ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра ĕçленĕ. Пушă вăхăтра кил хуçи хĕрарăмĕ ал ĕçĕпе ларнă: çыхнă, тĕрленĕ... Чылай çул каялла ялти хĕрарăмсем предприяти заказĕсемпе килте сетка çыхнă. Надежда Тимофеевна та çак ĕçе хастар хутшăннă, ачисене те явăçтарнă. Ал ĕç ăсталăхне камран хăнăхса ÿснĕ тесе ыйтсан, кил хуçи хĕрарăмĕ çапларах хурав пачĕ: «Манăн атте ялти катка-пичке ăсти пулнă тата шăмăран пуç турисем тунă. Анне вара çыхма, тĕрлеме питĕ кăмăллатчĕ. Унăн ылтăн аллисем тем тума та пултаратчĕç. Эпĕ те ăна курса çапла ĕçлеме хăнăхса пытăм. Ал ĕçĕ маншăн - чун канăçĕ».

Надежда Тимофеевна тивĕçлĕ канура пулин те, ĕçсĕр лармасть: ал ĕç тăвать, кил-çуртра тирпейлет, выльăх-чĕрлĕхсемпе тăрмашать. Кил хуçи хĕрарăмĕ çемье вучахĕн ăшшине тытса пыма тăрăшать. Пÿрте кĕрсенех кунта ырă кăмăллă, ĕçчен те тирпейлĕ çынсем пурăнни сисĕнет: ăшă, хăтлă, кашни япали хăй вырăнĕнче. Çемье пуçлăхĕ мăшăрĕпе питĕ кăмăллă, телейлĕ вĕсем. «Хам валли ĕмĕрлĕх суйласа илнĕ эпĕ ăна», - тет шÿтлесе Петр Федорович.

Удяковсем халĕ иккĕшех пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсем те, ашшĕ-амăшĕн юратăвне, çемье ăшшине туйса ÿснĕскерсем, чун тĕпренчĕкĕсене те тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕ. Виçĕ хĕрĕ халĕ ÿссе çитсе пурнăç çулĕ çине тухнă ĕнтĕ. Асли, Аля, ялтах çемье çавăрнă, Туктамăшри клуб заведующийĕнче ĕçлет. Ялта культурăллă мероприятисем иртнĕ чухне ашшĕпе амăшĕ те аякра юлмаççĕ. Петр Федоровичпа Надежда Тимофеевна юрра-ташша питĕ ăста. Хăйсен пултарулăхĕпе ял çыннисене савăнтарсах тăраççĕ. Луизăпа Лидия хĕрĕсем Санкт-Петербургпа Воркута хулисенче пурăнаççĕ. Вĕсем те çемьеллĕ. Ачисем ашшĕпе амăшне манмаççĕ, килсех тăраççĕ. Çуллахи вăхăтра вара кил-çурт ача-пăча сассипе тулать. Удяковсен 5 мăнук тата мăнукĕсен ачисем 2. Ачисемпе мăнукĕсем пурри ватăсене вăй-хал, шанăç кÿрет.

Ялти хисеплĕ ватăсене малашне те тÿрĕ кăмăлпа пурăнма ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр, ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçлама Турри пулăштăр вĕсене.



"Пирěн пурнăç"
22 ноября 2006
00:00
Поделиться