Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И.Крикова с Днем работника налоговых органов Российской Федерации

Налук службин хисеплĕ ĕçченĕсем!

 

Сире пурне те Раççей Федерацийĕн налук органĕсен ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп.

Çĕнĕлĕхсемпе пĕр тан пыракан патшалăх,  район çирĕп те «витĕр курăнакан»  налук системисĕр малалла аталанма пултараймасть. Налук вăл – хăйне евĕр хак, ăна эпир хисеплĕ обществăра кирлĕ пек шайра пурнассишĕн тÿлетпĕр. Бюджета тупăш хывассишĕн ĕçлекенсен тивĕçĕ – яваплисенчен пĕри шутланать. Мĕншĕн тесен, район экономикин аталанăвĕ, халăх пурнăçĕ – йăлтах çакăнпа çыхăннă. Налук пухассине ÿстерни, тĕрлĕ программăсене пурнăçа ăнăçлă кĕртме пулăшать. Бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçипе пенсисемпе, ытти социаллă тÿлевпе татăласси те çакăнпа çыхăннă.

         Налук службин ветеранĕсепме сотрудникĕсене тепĕр хут уяв ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăх, ăнăçлăх, тату пурнăç сунатăп.

 

 

 

Район пуçлăхĕ                          А.И.Криков



20 ноября 2006
00:00
Поделиться
;