Ялти шкулсене - шкул автобусĕ
«Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, республикăна ял шкулĕсем валли 25 шкул автобусĕ илсе килнĕ, вĕсене федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçапа туяннă. Чăваш Енре «Шкул автобусĕ» Президент программи 2002 çултанпа пурнăçланать. Хальхи вăхăтра республикипе шкул автобусĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсене куллен 600 ялтан 9 пин ытла вĕренекене турттараççĕ.
Ытлари кун, ЧР Президенчĕ Н.Федоров савăнăçлă лару-тăрура шкул директорĕсене автобуссем пани çинчен свидетельствăсемпе тивĕçтернĕ. Палăртма кăмăллă, пирĕн районти шкул автобусĕсен паркĕ те пуянланчĕ. Малтан пурĕ 8 автобус пулнă пулсан, халĕ унăн шучĕ 9-а çитрĕ. Çак кун Мăн Этмен шкулĕн тепĕр автобус хутшăнчĕ.
Çапла, «Шкул автобусĕ» программа ăнăçлă пурнăçланни ачасене паха пĕлÿ пама пулăшать.