Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Участок инспекторĕсен ĕçĕ çăмăл мар

Ĕнер, ноябрĕн 17-мĕшĕнче, милици участок уполномоченнăй службине туса хунăранпа 83 çул çитрĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн милици участок уполномоченнăйсен уйрăмĕ право йĕркине сыхлассипе, обществăлла хăрушсăрлăха çирĕплетессипе, граждансене преступлени тăвассинчен хÿтĕлессипе тата чылай ыйтусене татса парассипе тимлет.

Участок инспекторĕсен ĕçĕ çăмăл мар. Паянхи куна районта 10 ял тăрăхĕ шутланать, вĕсенчи йĕркелĕхе 8 участок инспекторĕ пăхса тăрать. Мĕнле кăна пăтăрмахсемпе тĕл пулмаççĕ пулĕ вĕсем кулленхи пурнăçра: унта хĕненĕ, кунта çаратнă, çемьери харкашусем, эрех сутакансемпе кĕрешесси... Пĕрисем йĕркеллĕ пулсан, тепри йĕркене пăсмалли сăлтав тупатех. Тĕпрен илсен, ниçта та ĕçлемен услапсем йĕркене пăсаççĕ.

Ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхе сыхлас, преступленисене профилактикăлас тĕлĕшпе участок инспекторĕсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Акă, И.Н.Серин милици майорĕ  (Пантьăкпа Мăн Этмен ял тăрăхĕсен участковăйĕ) тата А.Н.Тунейкин майор (Кив Атикассипе Штанаш ял тăрăхĕсен инспекторĕ) çак службăра 10 çул ытла тимлеççĕ. Пысăк опыт пухнă, шырав вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ аслă инспекторсем йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхсенчен чылайăшне хăвăрт “тăрă шыв” çине кăлараççĕ.  Ю.С.Ратников капитанпа (Ачкасси ял тăрăхĕн инспекторĕ) И.Ф.Кораков аслă лейтенант (Хĕрлĕ Чутайпа Питĕркасси ял тăрăхĕсен инспекторĕ) çак службăра 5 çула яхăн тимлеççĕ. В.Г.Мерзлайкин капитанпа (Тралькассипе Мăн Этмен ял тăрăхĕсен инспекторĕ) Н.А. Стекольщиков (Хусанушкăнь ял тăрăхĕ), Н.Н.Никифоров аслă лейтенантсем (Атнар ял тăрăхĕ), В.Ю. Терентьев кĕçĕн лейтенант (Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ) хăйсен участокĕсенче йĕрке тытса пырассишĕн яваплăха туйса ĕçлеççĕ.

Районти ШĔП участок уполномоченнăйсен начальникĕ О.Н.Чубайкин пĕлтернĕ тăрăх, юлашки 10 уйăх хушшинче участок инспекторĕсем пурĕ 660 гражданина йышăннă, 42 преступление уçса панă, 1035 административлă протокол çырнă.

Участок инспекторĕсем саккуна пăсакансемпе çине тăрса кĕрешеççĕ, тĕрĕс­левсем ирттерсех тăраççĕ. Юлашки вăхăтра урамсенче йĕрке тăвас енĕпе те ĕçлеççĕ.

Участок инспекторĕсен ĕçĕ йывăр та нумай енлĕ: пур çĕре те çитмелле, пурне те вăхăтра пулăшмалла. Ял çынни унран пулăшу кĕтет.



"Пирěн пурнăç"
18 ноября 2006
00:00
Поделиться