Атнар шкулне - 110 çул
Атнарти вăтам шкул районти вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче лайăх кăтартусемпе палăрса тăрать. Ноябрĕн 25-мĕшĕнче шкул 110 çул тултарнине савăнăçлă лару-тăрура палăртать. Çакăн пекех уявра Атнар шкулĕн историйĕпе паллаштаракан кĕнекен презентацийĕ те пулĕ. Ăна кунти таврапĕлÿçĕ, çак шкулта нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă М.А.Хураськин çырса хатĕрленĕ.
Çак ятпа Атнарти вăтам шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă вĕренекенсене, кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă учительсене, ял çыннисене, пурне те ноябрĕн 25-мĕшĕнче уява йыхравлаççĕ. Уяв кăнтăрла 12 сехетре пуçланать.
"Пирěн пурнăç"