Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхлатас, ĕçсĕрлĕхпе кĕрешес тĕллевпе обществăлла ĕçсене йĕркелет. Кăçал эпир обществăлла ĕçсене йĕркелесе ирттерессипе 30 килĕшÿ турăмăр, федераллă бюджетран уйăрнă 65 500 тенкĕ тăкакларăмăр, обществăлла ĕçе 112 çынна явăçтартăмăр. Çак йышран 80 проценчĕ - хĕрарăмсем, нумай хушă ĕçлемен граждансем (6 уйăхран ытла) 18 процент шутланаççĕ.
аланакан çынсене те эпир тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Акă, октябрĕн 26-мĕшĕнче инвалидсем валли Информаципе консультаци кунне ирттертĕмĕр. Унта 5 инвалид хутшăнчĕç. Калас пулать, вĕсем пурте ĕçсĕррисен шутĕнчен. Вĕрентÿ вăхăтĕнче вĕсем тĕрлĕ хăнăхтарусене пурнăçларĕç.
Саккунсемпе килĕшÿллĕн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр инвалидсене çеç мар, çар службинчен хăтарнисене, çамрăксене... ĕçе вырнаçтарма тăрăшать. Ĕç рынокĕнчи лару-тăру çивĕч пулнипе вĕсене ĕç тупса парасси питех те кăткăс. Йывăрлăхсене пăхмасăрах кăçал 7 çынна ĕçлĕ турăмăр. Вĕсенчен 5-шĕ - инвалидсем, 2-шĕ - пенси вăхăтне çывхаракан граждансем. Вăхăтлăх ĕçсене вырнаçтарнă ĕçсĕр çынсем территорие тирпейлессипе тимлерĕç. Вĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси пĕтĕмпех федераллă бюджетран. Ку тĕлĕшпе 15 800 тенкĕ тăкакларăмăр.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăну тытакан, ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ çивĕч пулнине ăнланакан предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисене тав тăватăп.