Хисеплĕ ветерана – 80 çул
Кунсем, çулсем сисĕнмесĕрех иртсе пыраççĕ. Çирĕммĕш ĕмĕрти чи хăрушă вăрçăра çĕнтернĕренпе 61 çул та иртрĕ. Тăван çĕршывшăн пынă Аслă вăрçă вутĕнче çуннисем, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра тар тăкнисем кунсерен тенĕ пек сахалланса пыраççĕ. Çĕршыва тăшман пусмăрĕнчен çăлса хăварнă çынсем ватăлса вăйсăрланнă ĕнтĕ. Акă, çак кунсенче Çĕн Ирчемес ялĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕ Владимир Сергеевич Яхатин 80 çул тултарчĕ. Ăна юбилей ячĕпе район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Т.Н.Шереметьева, районти ветерансен Канашĕн председателĕ В.И. Немешкин, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.И. Ярабаева, Мăн Этмен ял тăрăхĕн администрацийĕ саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунчĕç.
Владимир Сергеевич Яхатин мĕн пĕчĕкренех вĕренÿ енне туртăннă. 1933 çулта вăл ялти пуçламăш шкулта ăс пухма тытăннă. 1940 çулта Ирчемес каччи Уйпуçĕнчи шкулта тулли мар вăтам пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн Етĕрнери педагогика училищине çул тытнă. 1943 çулта Владимир Сергеевич учитель профессине алла илнĕ. Анчах та, шел, çамрăка малалла ĕçлеме тÿр килмен. Аслă вăрçă унăн ĕçлес ĕмĕтне татнă.
Владимир Сергеевич хаяр вăрçăра тăшмана хирĕç çапăçса икĕ хутчен аманнă. 1945 çулхи июнь уйăхĕнче госпитальтен тÿрех тăван яла таврăннă. Çапăçу хирĕнче паттăрлăхпа, хăюлăхпа палăрнăшăн вăл Отечественнăй вăрçă орденне, “Хăюлăхшăн”, “1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” тата ытти медальсене тивĕçнĕ.
Учитель пулма çуралнă Владимир Сергеевич Яхатин 1946 çултан пуçласа пурнăçне вĕрентÿпе çыхăнтарнă. 1946-1949 çулсенче вăл Ваçкаçырми тата Çĕн Ирчемес шкулĕсенче кĕçĕн классене пĕлÿ панă. 1949 çултан пуçласа Уйпуç шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Ĕçленĕ вăхăтрах Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлĕве ÿстернĕ. 1961 çулта аслă пĕлÿллĕ Ирчемес каччине шкул директорĕн çумĕ пулма шанаççĕ. 1963 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен вара В.Яхатин Уйпуç шкулĕнче директор пулса тăрăшать.
Ĕçне кура хисепĕ, тетпĕр. Владимир Сергеевич чылай Хисеп грамотипе парнесене тивĕçнипе пĕрле “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” те.
Владимир Сергеевич Яхатин - ялти хисеплĕ çын. Ăна паянхи кун та, хăй ĕçленĕ вăхăтра та, ял-йыш, шкул коллективĕ, район администрацийĕ, юлташĕсем хисеплеççĕ, сума сăваççĕ.
Палăртма кăмăллă, В. Яхатин пирки çакна калама пулать: йĕркеллĕ, дисциплинăллă, ăслă, çирĕп характерлă... Çавăн пекех вăл хальхи Уйпуç шкулĕн “строителĕ” те.
Калас пулать, Владимир Сергеевичăн мăшăрĕн, Вера Григорьевнан, пурнăçĕ те Уйпуç шкулĕпе тата ачасемпе çыхăннă. Вера Григорьевна асăннă шкулта тивĕçлĕ канăва тухичченех çамрăк ăрăва вырăс чĕлхипе литературăна вĕрентнĕ.
Паянхи кун мăшăрсем иккĕшех пурăнаççĕ. Сывлăхĕ хавшак пулин те: “Ачасем пулăшсах, вăй-хала хушсах тăраççĕ”, - теççĕ савăнса вĕсем.