Ĕç тухăçлăхĕ техникăна хаклама пĕлнинчен килет
Ял хуçалăх ĕçĕсем вĕçленчĕç. Çанталăк кăçал йĕпе-сапаллă килчĕ пулин те, çĕр ĕçченĕсем ăнса пулнă тыр-пула, пахча çимĕçе пухса кĕртрĕç. Апла пулсан мĕн пур техникăна ноябрĕн 22-мĕшĕччен хĕллехи управа лартмалла. Паянхи пурнăçра çак ĕç çине тимлĕх уйăрни пушшех кирлĕ. Техника ĕмĕрĕ ăна мĕнле упранинчен самаях килет-çке. Çак йĕркесене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслес тĕллевпех патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн начальникĕпе В.М.Васюковпа ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсене, фермер хуçалăхĕсене çитсе куртăмăр, унти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашрăмăр.
Акă, “Асамат” тулли мар яваплă общество виçĕ хуçалăха пĕрлештерсе тăрать, çавна май кунта техника йышĕ те сахал мар. Тыр-пул вырса илмелли комбайнсемех 10 единица шутланаççĕ. “Санкинский” хуçалăхри тĕп инженер А.И.Иванов паркри агрегатсене, комбайнсене хĕллехи управа мĕнле хатĕрленнипе паллаштарчĕ. Палăртса хăвармалла, комбайнсене пĕр рете вырнаçтарнă пулин те, çав-çавах кунта кăлтăксем, çитменлĕхсем пур-ха. Акмалли, çĕр хатĕрлемелли, çĕр улми кăлармалли агрегатсене усă курнă хыççăн вырнаçтарса лартман. А.И.Иванов ку çитменлĕхсене çак кунсенчех пĕтерме шантарчĕ. “Штанашский” хуçалăхра техникăна хĕллехи управа лартассипе япăх мар ĕçленĕ, паркра йĕрке тунă. Кунти хуçалăх ертÿçипе тĕп инженер яваплăха туйса тимлени сисĕнет. Çапах та вĕсене те хăш-пĕр вак-тĕвек ĕçсене вăраха ямасăр вĕçлеме асăрхаттарса хăварчĕç.
“Коминтерн” ЯХПК-ра кăçалхи вырмана 4 комбайн хутшăннă. Техникăсене пысăк опытлă механизаторсене шанса панă. Вĕсем кăçал та комбайнсене тухăçлă ĕçлеттернĕ, техникăсене тирпейлĕ тытнă хыççăн вĕсене тÿрех хĕл каçарма хатĕрлесе лартнă. Атнар тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакан комбайнерсем техникăна хаклама пĕлеççĕ тесе каламалла. Анчах кунта çĕр хатĕрлемелли агрегатсене хĕллехи управа лартассипе сахал ĕçленĕ. Хуçалăхра çĕнĕ йышши техника, агрегат сахал мар, вĕсене хаклама, упрама пĕлни кирлĕ.
“Победа” хуçалăхри машинăпа трактор паркĕнче тимĕр-тăмăр купи чылай выртать. Комбайнсене хĕл каçарма хатĕрлемен, ытти агрегатсем те унта та кунта лараççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, паркра йĕрке çук. “Аккозинский” хуçалăхпа илсен, кунта та техникăсене хĕллехи управа лартассипе вăй хуман. “Нива” хуçалăхра та ку енĕпе çитменлĕхсем пур. Техникăсене хĕллехи управа лартассипе ĕçлеме пуçлани курăнать, анчах хăçан вĕçлесси паллă мар-ха. “Сура” ЯХПК-ра та çитес çулшăн кулянсах каймаççĕ пулас. Кунта техники те пĕрре-иккĕ анчах темелле. Вĕсем те вырма хыççăн уй-хиртен парка мĕнле çитсе ларнă, çавăн пекех - “канура”. Кун пек техника кĕске вăхăтрах юрăхсăра тухма пултарнине ăнлансах каймаççĕ пулас кунта.
“Путь Ильича” колхоз паркĕнче комбайнсене ятарлă ангара вырнаçтарса лартнă, çапах та çĕр хатĕрлемелли, сÿрелемелли, акмалли агрегатсене хĕллехи управа лартассипе пĕчĕк кăлтăксем пур.
Çитсе курнă ытти хуçалăхсенче те пĕтĕмпех йĕркеллĕ теме çук. Пур çĕрте те çитменлĕхсем пур, кашнин хăйĕн йывăрлăхĕ.
Пурнăç шав малалла шăвать. Çĕр çинче çĕнĕ технологипе ĕçлекен агрегатсем илни вырăнлăрах пулнине кашни ăнланать. Çакă укçа-тенкĕ перекетлеме те май парать. Анчах пур хуçалăх та вĕсене туянаймасть. Пĕр сăмахпа, паян пурнăç тĕрлĕ майпа ĕçлеме хистет. Анчах кивĕ техникăна упрасси, вĕсен ĕмĕрне тăсасси вара кашнин тивĕçĕ пулмалла. Хуçалăх ертÿçисен, механиксен, тĕп инженерсен, механизаторсен техникăсене хĕле хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçсене пĕр тăхтаса тăмасăр вĕçлемелле. Юр çуса çитменлĕхсене хупласа хурасса шанмалла мар. Çитес çулхи ĕçсене ăнăçлă хутшăнасси техникăна управа мĕнле лартнинчен нумай килет.