Пĕтĕмлетме вăхăт
Çут çанталăка илемлĕрех, тăван тавралăха тасарах тăвас тĕллевпе районта тĕрлĕ мероприятисене пурнăçлама палăртнă. Сăмахран, район пуçлăхĕ Йывăç кунне ирттерме йышăну кăларчĕ. Çак тĕллевпе районта экологи субботникĕсене те йĕркеленĕ, йывăç-тĕм чылай лартса хăварнă. Кăçалхи çуркуннепе кĕркуннехи тапхăрта 31 пин çамрăк хунавсем лартнă. Ку мероприятие ял тăрăхĕсем, шкул ачисем хастар хутшăннă. Ешĕл зонăсем лартассипе ытларах Кив Атикасси, Хусанушкăнь, Штанаш ял тăрăхĕсем ĕçе аван йĕркеленĕ.
Октябрĕн 26-27-мĕшĕсенче Питĕркасси ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем, культура ĕçченĕсем Кÿпешпе Хурапыр ялĕсем хушшинчи “Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул” аллейăна пĕр пин çамрăк хунав лартнă.
Экологи лару-тăрăвне лайăхлатас шутпа çак вăхăтчен 10 çăл куçа тасатса тирпейленĕ, люминесцентлă лампăсене (2600) пуçтарнă. Шкул ачисем тавралăха тирпей-илем кÿрессипе тимĕр-тăмăр та пухрĕç. Пурĕ районĕпе 22 тонна пуçтарнă.
Ял çыннин пурнăçĕ çăмăл мар. Апла пулсан йывăрлăхсене сирсе яма сире тăван тавралăхри çут çанталăк пулăштăр. Нумай чухне пирĕн ăнăçлăх, тăнăçлă пурнăç çут çанталăкран килет.