Ача укçи илекенсен хисепĕ ÿсĕ
Октябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова хула-районсенчи социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕсемпе канашлу ирттерчĕ.
Канашлура ачана кашни уйăхра паракан пособи йĕри-тавра калаçрĕç. Ку енĕпе лару-тăру хумхануллă. Нумаях пулмасть Министрсен Кабинечĕ ирттернĕ ларура пособисене тÿлеме уйăрнă укçа-тенкĕпе пĕтĕмпех усă курманнине палăртнă. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен. Акă, хăш-пĕр çемьен юлашки вăхăтра тупăшĕ пысăк, теприн ĕç вырăнĕ çук. Канашлура Нина Владимировна Суслонова пур районта та ачана кашни уйăхра паракан пособие илекенсен хисепĕ кăçал палăрмаллах чакнине каланă. Уйрăмах Шупашкар, Çĕмĕрлепе Канаш хулисенче, Йĕпреçпе Пăрачкав районĕсенче. Кун пек çивĕч ыйтăва питĕ хăвăрт татса памалла, ял çыннисемпе калаçусем ирттермелле, Çĕнĕ çулччен ача укçи илекенсен хисепне ÿстермелле.
Лару-тăрăва лайăх енне улăштарас шутпа пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем ял тăрăхĕсене çитсе унта ача укçи илеймен çынсемпе курса калаçма тĕллев лартнă. Çавна май ятарлă график хатĕрленĕ.
Ноябрĕн 8-мĕшĕнче социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем Атнар ял тăрăхĕнчи çынсемпе курнăçаççĕ, 9-мĕшĕнче - Мăн Этмен, 10-мĕшĕнче - Тралькасси, 13-мĕшĕнче - Пантьăк, 14-мĕшĕнче - Питĕркасси, 15-мĕшĕнче - Кив Атикасси, 16-мĕшĕнче - Хусанушкăнь, 17-мĕшĕнче - Штанаш. Калас пулать, тĕл пулу кашни ял тăрăхĕсенчех 10 сехетре пуçланĕ.
Ача пособийĕсемпе çыхăннă ыйтусене эсир тÿрремĕнех социаллă хÿтлĕх пайне килсе те пĕлме пултаратăр. Çавăн пекех 2-16-46, 2-11-43 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлăр.