Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хушма хуçалăх – чĕрĕ укçа çăл куçĕ

Килти хушма хуçалăх çемье тупăшне ÿстерме пулăшать. Çакна районти çынсем ăнланаççĕ, çавăнпа выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, сад-пахчара тĕрлĕрен улма-çырла, пахча çимĕç лартса çитĕнтерме тăрăшаççĕ.

Туканаш ялĕнчи Гальăпа Борис Ванягинсем хăйсен хушма хуçалăхĕнче 1 ĕне, 2 пушмак пăру, пĕр тына, 15 сурăх, 3 сысна ами усраççĕ. Чăххи-чĕппи те йышлă. Ĕçчен çемье пахчара тĕрлĕ улма-çырла ÿстерет. Иçĕм çырли çеç мĕне тăрать, тухăçĕ вара çулсеренех савăнтарать. Ванягинсем çавăн пекех вĕлле хурчĕсем те тытаççĕ, хĕллехи вăхăтра техĕмлĕ пылпа чей ĕçеççĕ. Паллах, йышлă выльăх-чĕрлĕхе пĕччен пăхма çăмăл мар. Борис мăшăрĕ, ачисем пулăшсах тăраççĕ. Ÿркенмеççĕ вĕсем.

Ял ĕçченĕсен кунĕнче Г.Ванягина хăйсем туса илнĕ продукцисене илсе тухнă. Кунта техĕмленĕ чăх какайĕ, шăнтнă хăмла çырли, консервланă помидор, пахча çимĕçрен хатĕрленĕ салатсем... пур, пахчара туса илнĕ кишĕрĕ те, купăсти те вырăн тупнă.

Турхан ялĕнчи Юрийпе Галина Вороновсем те килти хушма хуçалăха аталантарассипе тимлеççĕ. Вĕсен хуçалăхĕнче сумалли 3 ĕне, пĕр пушмак пăру пур. Çуллахи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăхсем 5 пуç пулнă. Шутласа пăхăр-ха, 5 кун хушши вĕт-ха ĕне кĕтĕвне пăхмалла. Çавах ÿркенмест çемье, выльăх-чĕрлĕх чĕрĕ укçа çăл куçĕ пулнине ăнланса малалла ăнтăлать. Виталий ывăлĕпе Марина хĕрĕ ашшĕ-амăшне мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Каникул вăхăтĕнче хăйсемех ĕне кĕтĕвне пăхаççĕ. Выльăхсене хĕл каçармалăх утă хатĕрлесси те вĕсем çинех тиенет.

Вороновсем çĕр улмине те, выльăх кăшманне те чылай лартаççĕ. Мăн хăярĕсем вара вĕсен çав тери ăнса пулаççĕ



"Пирěн пурнăç"
01 ноября 2006
00:00
Поделиться