Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисем

Иртнĕ шăмат кун ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрне ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе колхозсен ертÿçисем, ĕçре малта пыракансем йышлăн пухăнчĕç.

Уй-хир паттăрĕсене, ферма ĕçченĕсене чысласа ирттерекен уява райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Самсонов уçрĕ, хăех ертсе пычĕ. Унтан «Алран кайми аки-сухи» юрра залри халăх ура çине тăрса итлерĕ. Малалла районти АПК предприятийĕсемпе ĕçлесе пыракан пайĕн начальникĕ Г.Алмакаева пухăннисене кăçалхи ял хуçалăхĕнчи ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ А.Криков пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ, ял ĕçченĕсем çут çанталăк кăларса тăратнă чăрмавсене пăхмасăрах тыр-пул пухса илессишĕн тăрăшнине палăртрĕ. Кăçал вăя кĕнĕ «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ял хуçалăхĕсене, уйрăм хушма хуçалăхсене самаях пысăк пулăшу панине те пытармарĕ. Акă, октябрĕн 21-мĕшĕ тĕлне районти 403 çын 45 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ.

Халиччен 4 тĕслĕх вулавăш, Атнарта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçнине те палăртрĕ Александр Иванович. Хĕрлĕ Чутай салинче те часах тепĕр пĕтĕмĕшле врач офисĕ хута каймалла. Малашлăх планĕсем те пысăк: Шулюра çĕнĕ шкул тăвасси.

«Агроинноваци» унитарлă предприятин директорĕ Н.Васильев пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, «Коминтерн» хуçалăхри Л.Вазикована, «Нива» ЯХПК-ри В.Кадакова, «Асамат» ТЯО-ри А.Иванова ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Уявра сумлă хăнасем те сăмах илчĕç, вĕсем ял ĕçченĕсене парнесемпе хавхалантарчĕç. Акă, «Етĕрнери сĕт завочĕ» УАО-н генеральнăй директорĕн çумĕ А.Рафальсон Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Малов ячĕпе пухăннисене саламларĕ. Сĕт завочĕпе тачă çыхăнура ĕçлекен «Свобода», «Путь Ильича», «Нива» хуçалăхсен ертÿçисене, О.Ильина («Свобода»), Л.Яндайкина («Путь Ильича»), Е.Горшкова («Нива») ферма ĕçченĕсене Хисеп грамоти тата преми парса хавхалантарчĕ.

«Агрокомплект» УАО-н ял хуçалăх техникипе тивĕçтерекен сервис центрĕн начальникĕ В.Жирнов «Свобода», «Путь Ильича» колхозсен ертÿçисене Тав çырăвĕпе наградăларĕ. Муркаш район пуçлăхĕн çумĕ В.Никитин, Чулхула облаçĕнчи Пильна районĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Педина, Етĕрнери Перекет банкĕн кредитпа тивĕçтерекен пайĕн начальникĕ Т.Теплякова, Етĕрне районĕнчи ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ В.Дмитриев Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе пурне те саламларĕç, парне пачĕç.

Хĕрлĕ Чутайри «Килĕшÿ» кредит кооперативĕн ертÿçи Л.Гомелева «Победа», «Аккозинский» хуçалăхсен ертÿçисене, Никитин фермера, çавăн пекех «Çăлкуç» ял хуçалăх потребитель кооперативне ертсе пыракан Н.Лисаева парнепе хавхалантарчĕ.

Ял хуçалăх культурисене пухса кĕртес енĕпе колхозсемпе ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисен тата механизаторсен тÿпи пысăк. Вĕсем тăрăшнипе уй-хирти тырă-пулă пĕрчĕн-пĕрчĕн кĕлете кĕрет. Ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсем хушшинче пынă ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисем: «Асамат» ТЯО, «Коминтерн» тата «Нива» ЯХПК-сем. Хуçалăхсене райадминистраци пуçлăхĕ А.Криков Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çавăн пекех мала тухнă комбайнерсене, водительсене, трактористсене, «Професси енĕпе чи лайăххисем» ята тивĕçнисене те район пуçлăхĕ Хисеп грамоти пачĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче çут çанталăк тусĕсене те манмарĕç. Тăван тавралăх илемĕшĕн, йывăç-тĕм ытларах лартса хăварассишĕн Кив Атикасси ял тăрăхĕ аван ĕçленĕ. Вăл тава тивĕçлĕ вăрманçăн М.Овчинников премине тивĕçрĕ.

А.Криков савăнăçлă уявра «Ялăн социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе субсиди илме тивĕçнĕ Замуткинсен, Ивановсен, Эзенкинсен, Кольцовсен, Ефимовсен çемйисене свидетельство парса чысларĕ. Çавăн пекех А.Новикова, В.Мурайкин, И.Михопаров, В.Никитин ертÿçĕсене Тав çырăвĕпе наградăларĕ.

Майĕпен вăй илсе пыракан, пĕчĕккĕн аталану çулĕпе утма ăнтăлакан И.Фадеев фермера  Александр Иванович сехет парнелерĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, уяв савăнăçлă иртрĕ.



"Пирěн пурнăç"
01 ноября 2006
00:00
Поделиться