Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тралькассисем те тĕслĕх библиотекăллă пулчĕç

Районта тĕслĕх библиотека уçăлни çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Кăçал уçма палăртнă 7 вулавăшран 4-мĕшĕ виçĕм кун Тралькасси ял тăрăхĕнче хута кайрĕ. Çулталăк вĕç­лениччен татах 3 тĕслĕх библиотека уçма палăртаççĕ. Ку ĕнтĕ пĕтĕмпех ЧР Президенчĕн Указне тĕпе хурса пурнăçланать.

Тралькассинчи тĕслĕх библиотекăна хута ярас ĕçре, паллах, кунти культура ĕçченĕсен тÿпи пысăк. Вĕсем тăрăшнипе пирĕн умра халĕ çĕнĕ, çутă сăн кĕртекен вулавăш. Кĕнеке çÿлекĕсем те пуян. Кăçал кăна 350 çĕнĕ кĕнеке килнĕ. Шăпах вĕсем шкул ачисемшĕн те, ял çыннисемшĕн те информаци çăл куçĕсем пулса тăраççĕ. Вулавăшра пурнăç ыйтакан компьютер, телевизор, DVD плеер, тĕрлĕ дисксем пур.

Тĕслĕх библиотекăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район пуçлăхĕ А.Криков хутшăнчĕ.

Пухăннисем  çĕнĕ технологин, компьютерăн паянхи пĕлтерĕшне, ăна алла илнин усси пирки ырласа калаçрĕç, библиотека вулакансемпе тулли пуласса шаннине пĕл­терчĕç.

Уявра парне паракансем чылаййăн пулчĕç. Акă, социаллă аталану начальникĕ А.Самсонов, Тралькассинчи Катейкинсен çемйи, «Нива» ЯХПКн тĕп бухгалтерĕ З.Воронова, кунти уйрăм предприниматель Н.Мурайкина, Хăмарккари библиотекăра тăрăшакан В.Романова, тивĕçлĕ канăва тухнă Р.Паденова библиотекарь чун-чĕререн ырă сунса парне пачĕç.

Райадминистрацин пуçлăхĕ А.Криков çывăх вăхăтра библиотекăра телефон çыхăнăвĕ пуласса пĕлтерчĕ. Ку ырă хыпар пурне те савăнтарчĕ. Тепĕр уйăхран вара кунта Интернет та пулĕ, апла пулсан, шкул ачисем хăйсене кирлĕ информацие тĕнче сетьне кĕрсе хăвăрт тупма пултараççĕ.



"Пирěн пурнăç"
28 октября 2006
00:00
Поделиться