Кĕр уявне паллă турĕç
Ытлари кун Хĕрлĕ Чутайри «Хĕвел» ача садне çÿрекен пепкесемшĕн савăнăçлă кун пулчĕ. Вĕсем Кĕр уявне паллă турĕç. Манăн иккĕмĕш кĕçĕн ушкăна çÿрекен ачасен уявĕнче пулма тÿр килчĕ.
Ку ушкăнри ачасемпе З.В.Федорова тата М.И. Вазина воспитательсем ĕçлеççĕ, пепкесен вăхăтне интереслĕрех те усăллăрах ирттерессишĕн тăрăшаççĕ. Уява хатĕрленсе те вĕсем пÿлĕме илемлетнĕ, тĕрлĕ кăтарту хатĕрĕсем янтланă. Ачасем вара уявра юрлама, ташлама пĕлнине ашшĕ-амăшĕсем умĕнче çирĕплетсе пачĕç. Юрăпа ташă çеммисене В.Е. Романов каларĕ. Олег Наумов, Марина Казакова тата Илья Леонтьев савăнăçлă сăвă йĕркисем парнелерĕç. Ачасем патĕнче хăнара “Кĕркунне” пулнине те палăртмалла. Унпа пĕрле пепкесем вăйăсем те вылярĕç.Уяв пурне те килĕшрĕ. Уйрăмах ачасен савăк кăмăлĕ иксĕлми пулчĕ.