Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çирĕп мерăсем кĕтеççĕ

«Электричествăна вăрлама юраманнине, унпа усă курнăшăн вăхăтра тÿлемеллине асăрхаттарсах тăратпăр пулин те, çынсем электроэнергие намăса çухатсах йăкăртаççĕ е уншăн тÿлемеççĕ. Сĕмсĕррĕн вăрланине пула района килекен 100 киловатран 50-шĕ çухалать, - пăшăрханса пуçларĕ хăйĕн калаçăвне районти «Энергобаланс» ТЯО начальникĕ Н.С.Артемьев. - Электричество вăррисене е унпа усă курнăшăн тÿлеменнисене вара çирĕп мерăсем кĕтеççĕ».

- Кун пирки тĕп­лĕнрех чарăнса тăрар-ха.

- «Хĕрлĕ Чутайри электричество сечĕсем» предприяти çумĕнчи электроэнерги учечĕпе контроль служби ĕçе пикенни нумаях пулмасть-ха. Хальхи вăхăтра кунта 12 çын тимлет. Вĕсем потребительсем патне çитеççĕ, çынсем электроэнергипе мĕнле усă курнине тĕрĕслеççĕ. Çĕнĕ килĕшÿпе пирĕн службăри контролерсен потребительсем патне каçхи 10 сехетчен кĕме ирĕк пур.

- Каç сĕмĕ çапсан çурта кĕртмесен;

- Тĕрĕссипе, 22 сехетчен килĕрен тĕрĕслесе çÿреме юрани пирĕншĕн лайăх çеç. Çынсем ытларах каç пулсан-çке электроэнергие вăрлаççĕ: пĕри счетчиксăрах линипе çыхăнса электросавапа ĕçлет, тепри çурта ăшăтать. Çапла, нумайăшĕ çурта кĕртмеççĕ. Эпир, паллах, кун пеккисем пирки тивĕçлĕ акт çыратпăр. Тепĕр тапхăртан çак ялах тĕрĕслевпе килсен çав çын каллех контролерсене  кĕртмесен, «Хĕрлĕ Чутайри электричество сечĕсем» предприятин монтерĕсем электроэнерги пралукĕсене татса яраççĕ. Çавăн пекех потребитель çутăпа усă курнăшăн  виçĕ уйăх ытла тÿлемесен, нимĕнле асăрхаттару процедурисĕрех ăна электроэнерги парассине чарма май пур.

 - Татса янă электричество пралукĕсене çынсем хăйсене тĕллĕн сыпăнтарсан...

- Кун пек тĕслĕхсене тупса палăртсан тÿрех уголовнăй ĕç пуçлатпăр е тепĕр хут электроэнерги парассине чарса лартатпăр. Енчен те çутăшăн тÿлемен потребителе электроэнергисĕр хăварсан, унăн пĕр тăхтаса тăмасăр «Энергобаланс» ТЯОна парăмсене татма килмелле. Парăмсем çук пулсан, вăл малашне те çутă та хăтлă çуртра телевизор курма пултарĕ. Кунта пĕр самант çинче чарăнса тăни вырăнлă пулĕ. Электричество пралукне татнишĕн потребителĕн хăйĕн кĕсйинчен 800 тенкĕ тÿлеме тивет. Каялла сыпăнтарас тесен каллех тăкакланмалла. Апла пулсан, вăхăтра çутăшăн тÿленинчен лайăххи нимĕн те çук, тăкакĕ те самаях пĕчĕк пулĕ. Электроэнерги - хăйне евĕр тавар. Ăна усă курнă - уншăн тÿлемелле. Уйăхсерен çутăшăн тÿлесе пынине нимĕн те çитмест.

- Инвентаризаци тапхăрĕ пирки пĕр-ик сăмах.

- Çулталăк ытла ĕнтĕ  районта инвентаризаци тапхăрĕ пырать, вăл кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçленмелле. Çак тапхăрта пирĕн служба ĕçченĕсем кашни çурта, хваттере çитсе унта пурăнакансемпе килĕшÿ тăваççĕ, унта енсен прависемпе тивĕçне палăртаççĕ. Нумайăшĕ хăйсен çăмăллăхĕсем пирки пĕлмест. Потребительсемпе килĕшÿ тунă чухне эпир çав çăмăллăхсене шута илетпĕр. Чылайăшĕн электросчетчикĕ юсавсăр е вĕсене тахçантанпах тĕрĕслемен. Абонент электричествăшăн тÿрĕ кăмăлпа тÿлесе пынă, ăна шута илмен электроэнергипе усă курнăшăн алăран тытман пулсан, счетчике тÿлевсĕрех улăштарса паратпăр. Инвентаризаци тапхăрĕ пĕтсен вара çынсен патшалăх тĕрĕс­левĕн срокĕ тухнă счетчиксене хăйсен укçинчен туянма тивет.  Хальхи вăхăтра пирĕн служба ĕçченĕсем Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи çынсемпе килĕшÿ тăваççĕ,  вĕсен юсавсăр счетчикĕсене улăштараççĕ.

Палăртмалла:  кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Энергобаланс» ТЯО халăх ыйтнипе электромонтерсен штатне уçнă. Вĕсем вара счетчиксене улăштараççĕ, изоляциллĕ пралуксене караççĕ. Ку пĕтĕмпех тÿлевлĕ.

- Юлашкинчен халăха эсир мĕн сĕннĕ пулăттăр; 

Чи малтанах ĕнтĕ çутăшăн вăхăтра тÿлесе пыма тата электроэнергие вăрлассинчен пăрăнма ыйтасшăн. Çавăн пекех  ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене  хăйсен территорийĕнчи трансформаторсене пăхса тăма, счетчиксене улăштарма предписани çырса хăварнă пулсан, çитменлĕхсене 10 кун хушшинче пĕтермеллине аса илтересшĕн. Унсăр пуçне ялсенчи уйрăм предпринимательсем те чылай чухне йĕркене пăсаççĕ, вĕсем çуртран электричество пралукне тăсса киосксене çутăпа тивĕçтереççĕ. Ку саккуна пăсни пулать.

- Тавтапуç калаçушăн.



"Пирěн пурнăç"
28 октября 2006
00:00
Поделиться