Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И.Крикова с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Агропромышленность комплексĕнчи тата тирпейлекен промышленноçри

хисеплĕ ĕçченсемпе ветерансем!

 

         Сире професси уявĕ – Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе чĕререн  саламлатăп.

         Ял çыннин ĕçченлĕхĕнчен, унăн ĕç кăтартăвĕнчен малашлăх мĕнле пуласси килет. Эсир, ял хуçалăх ĕçченĕсем, районăн экономикăпа çирĕплĕхĕн никĕсне хыватăр, пирĕн пурнăç  тăнăçлăхĕ сирĕн ĕçĕртен килет. Паянхи кунăн тĕп тĕллевĕ – сирĕн ĕç условийĕсене лайăхлатасси. Кăçал «Агропромышленноç комплексне аталантарасси» приоритетлă наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Патшалăх паракан пулăшу ялхуçалăх отрасльне, уăрăм хушма хуçалăх тытакансене самаях тĕрекленсе вăй илме, аталанма пулăшĕ.

         Эсир туса илнĕ ялхуçалăх продукцине вырнаçтарас ыйту та çăмăлах маррисен шутĕнче. Çак ыйтăва наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ялхуçалăх потребителĕсен кооперативĕсем уçăлма пуçлани татаса парĕ.

         Тăван çĕре тата çăмăл мар ĕçĕре юратнăшăн сире тата сирĕн çемйĕрсене çирĕп сывлăх, телей, çĕкленÿллĕ кăмăл сунатăп.

 

 

А.И.Криков, район пуçлăхĕ



27 октября 2006
00:00
Поделиться
;