Çĕнĕ йышши флюорографии оборудованииĕ
“Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, сиплев учрежденийĕсене çĕнĕ йышши оборудованисемпе тивĕçтерсех тăраççĕ. Кăçалхи январь-август уйăхĕсем хушшинче çеç районти тĕп больницăна диагностика ирттермелли стационарлă УЗИ тата 2 единица чухлĕ виçĕ каналлă ЭКГ аппаратсем, лабораторлă оборудовани кÿрсе килнĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 729 000 тенкĕпе танлашнă.
Октябрĕн 19-мĕшĕнче тĕп больница çĕнĕ йышши флюорографи оборудованипе пуянланчĕ. Унăн хакĕ - 2 234 789 тенкĕ. Флюорографи оборудование пĕтĕмпех компьютер ĕçлеттерни, ун валли реактивсемпе пленка кирлĕ марри, вăл сывлăхшăн сиенлĕ пулманни сиплев ĕçĕнче пысăк пулăшу парĕ.
Çывăх кунсенчех диагностика ирттермелли оборудование вырнаçтарĕç.