Тимофеевсем Штанаш шкулĕнче вĕреннĕ
Иртнĕ вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăнхи тапхăра илес пулсан, Штанаш вăтам шкулне таврари ялсенчен ачасем йышлăн вĕренме çÿренĕ. Уйсем урлă, вăрман витĕр, инçе çула кĕскетсе, кирек епле çанталăкра та çурран утнă. Тăхăнса тумланма йĕркеллĕ çи-пуçĕ те, тутлă апат-çимĕçĕ те пулман пулĕ, çапах та çамрăксем пуçа усман - вĕренесшĕн тапăçланнă. Умри пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тухнисенчен чылайăшĕ, çав шутра Мăн Ямашри Тимофеев педагогсен ачисем те, тухтăрсем тата пысăк званиллĕ офицерсем пулса тăнă. Хаçатăн паянхи номерĕнче эпĕ сире вĕсемпе кĕскен паллаштарасшăн.
... Нина - Василий Тимофеевичпа (1886-1948) Анна Максимовна (1899-1989) Тимофеевсен пилĕк ачинчен чи асли. Хусанти мединститутран вĕренсе тухнă. Якутскри тата Шупашкарти Шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи поликлиникăсенче ĕçленĕ. Мăшăрĕ вилнĕ. Вăл офицер пулнă.
...Диоген (1926-2003) - Совет Çарĕнче политработник пулнă, полковник. Чылай хушă массăлла информаци органĕсен сăмахпа пичет ирĕклĕхне хÿтĕлес енĕпе йĕркеленĕ Чăваш Республикинчи комитетра юрист пулса ĕçлерĕ, çав хушăрах ытти обществăлла мероприятисенче те активлăхпа палăрчĕ. Мăшăрĕ, Роза Никитична, вырăс, Шупашкарта пурăнать.
...Василий - виççĕмĕш ача. Вăл та аппăшĕ пекех тухтăр пулассишĕн çуннă. Ялти шкулăн çичĕ класĕ хыççăн Советскипе Штанаш вăтам шкулĕсене чупнă, пур предметсемпе те аттестат çинче «4» тата «5» паллăсем ларнă. Вĕсем, паллах, тăрăшмасăр пулман ĕнтĕ. Ахальтен мар пулĕ, вăл халĕ те хăйне вĕрентнĕ учительсене манмасть, вĕсене ырăпа çеç аса илет.
- Штанаша тăван ялтан тÿррĕн çÿреме те çичĕ çухрăмран кая марччĕ. Çавăнпа та эпир хамăр тăрăхри Зоя Баланина, Зоя Михайлова тата Тури Кăмашари Галина Лосева, Вера Ефимова комсомолкăсемпе Данил Тимофеевич Софроновăн килĕнче хваттере вырнаçса пурăнаттăмăр. Хамăра вĕрентнĕ Георгий Ильич Ильинпа Вячеслав Авдеев, Валериан Григорьевич Толстовпа унăн пулас мăшăрĕ Мария Хрисановна Христофорова педагогсем нихăçан та асран тухмаççĕ, - ачалăха куç умне кăларать 72-ри ĕç ветеранĕ.
Медслужбăн отставкăри аслă лейтенанчĕ, Шупашкарта тарăн тымар янă пулин те, хăй çуралса ÿснĕ ашшĕпе амăшĕн килне тăтăшах килсе çÿрет.
Ĕлĕк вулăс центрĕ пулнă Штанаш вăтам шкулĕнчен 1952 çулта вĕренсе тухнă та çав кĕркуннех Хусан хулинчи мединститут студенчĕсен ретне тăнă. Пысăк хавхаланупа вĕреннĕ, хăйне сăпайлă тытнă. Лăпкă чăваш каччине Мари АССР-не кĕрекен Звенигово районĕнчи Чăваш Отар ялĕнчен вĕренме пынă Ольга Федотова та вăрттăн сăнанă. Вĕренсе пĕтернĕ тĕле икĕ юратнă чĕре пĕр çемьене чăмăртаннă. Çавăн хыççăнах Василий Васильевичăн институт направленийĕпе Удмурт АССР-ĕнчи Глазов хулинче виçĕ çул ĕçлеме тивет. Чунĕ вара тăван республика хулинех туртнă. Шупашкара таврăнсан вăл В.И.Чапаев ячĕпе хисепленекен заводăн медсанчаçĕнче тăхăр çул врач-невропатолог ĕçĕпе тимлет. Унтан 1974 çулта тухнă та тепĕр 25 çул республикăри психиатри больницинче вăй хунă. Ăс-тăн енчен пăтранса каякан çынсемпе ĕçлеме тата вĕсене çав йывăр чиртен сыватма пĕрре те çăмăл мар вĕт-ха. Вăл вара, çапах та, чăтнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та тепĕр пилĕк çул унтах ĕçленĕ. Шанса панă вырăнсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн темиçе хутчен те Хисеп грамотисене тата «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. Мăшăрĕ ăна ывăлпа хĕр çуратса панă. Хăй вăхăтĕнче çак хĕрарăм та республика больницин лабораторийĕнче бактериолог ĕçĕпе тăрăшнă, каярахпа медучилищĕре уроксем ирттернĕ. Унăн та хăйне тивĕçлĕ наградăсем пур. Юлашки вунă çул хушшинче мăшăрсем медицина темипе икĕ брошюра пичетлесе кăларнă. Вĕсем халăх умĕнче час-часах лекцисем вулаççĕ, сĕнÿсем параççĕ.
...Алевтина - Тимофеевсен тăваттăмĕш ачи пулнă. Вăл радио-телефонистка ĕçне юратнă. Çемье Украинăри Донецк хулинче тымар янă. Шел, 67-ри хĕрарăм икĕ çул каярах тĕнчерен уйрăлса кайрĕ.
...Николай - пиллĕкмĕш ача пулнă, кĕçĕнни. Ленинградри тата Мускаври аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илнĕ. Малтанах - Донецкра, хыççăн Шупашкарти пушар хурал управленийĕнче начальник пулчĕ. Шалти ĕçсен службин полковникĕ 1993 çулта кĕркунне 53-рех сарăмсăр вилсе кайрĕ. Тăван хуламăрта мăшăрĕпе ывăлĕ тата хĕрĕ юлчĕç. Вăл çине тăнипе тата пур майлă пулăшса пынипе, вун икĕ çул каярах, Мăн Ямашра шурă кирпĕчрен икĕ хутлă вăтам шкул хута кайнăччĕ. Кăçал унта черетлĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Çак илемлĕ çуртра халĕ çичĕ ялти 130 ача ăс пухать.