Халăха хумхантаракан ыйтусемпе тивĕçтернĕ
Иртнĕ юн кун, октябрĕн 18-мĕшĕнче, черетлĕ Министерство кунĕ пулчĕ. Пирĕн района ку хутĕнче Чăваш Республикин Промышленноçпа энергетика министерствин представителĕсем, инноваципе пахалăх управленийĕн начальникĕ Н.К.Александрова ертсе пынипе килсе çитрĕç. Ушкăнра çавăн пекех йĕркелÿпе тĕрĕслев пайĕн начальникĕ А.М.Лабзин, асăннă пайăн тĕп специалисчĕ Е.В.Ижендеев, консультант В.Г. Улитин пулнине палăртмалла.
Пурĕ 10 ушкăна йĕркеленсе ял тăрăхĕсенчи халăхпа тĕл пулма тухса кайнă. Калас пулать, район пуçлăхĕ А.И.Криков ертсе пыракан ушкăн Ачкасси ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакан çынсемпе тĕл пулнă, Министерство кунĕн темипе паллаштарса тĕрлĕ ыйту сÿтсе явнă, халăха хумхантаракан ыйтусемпе интересленнĕ.
АПК предприятийĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Г.П.Алмакаева ертсе пыракан ушкăн Питĕркасси шкулĕнчи учительсен коллективĕпе тĕл пулчĕ, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем пама тăрăшрĕ. Галина Петровна пухăннисене паян районта Министерство кунĕ иртнипе, пирĕн тăрăха промышленноçпа энергетика министерствин специалисчĕсем килнине пĕлтерчĕ, октябрĕн 8-мĕшĕнче иртнĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ.
Кăçалхи суйлава хутшăнакансен хастарлăхĕ пĕчĕк пулни пăшăрхантарать. Питĕркасси ял тăрăхĕнче вара суйлавçăсем питĕ хастар пулнине палăртмалла. Ку тăрăхра 667 çынна суйлавçăсен списокне кĕртнĕ пулсан, вĕсенчен 445-шĕ (ку 66,72 процентпа танлашать) суйлав пĕлтерĕшне ăнланса хăйсен сассисене тивĕçлисемшĕн панă.
Промышленноçпа энергетика министерствин специалисчĕ Валерий Григорьевич Улитин хăй ĕçлекен энергетика пайĕн тĕллевĕсемпе, задачисемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ.
Унтан вĕрентекенсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç. Акă, пĕрне - çĕнĕ çурта электрификацилес ыйту, теприне - Шупашкарти ГЭС-н шыв шайĕ, виççĕмĕшне ĕçсĕр çынсен пенси виçи мĕнле пуласси, учительсене нумай ĕçленĕшĕн пенси тÿлесси (по выслуге лет) кăсăклантарать. Промышленноçпа энергетика министерствин специалисчĕ В.Улитин тата районти Пенси фончĕн начальникĕ В.Кузнецова хăйсем умне тăратнă ыйтусене тулли хуравпа тивĕçтерчĕç.
Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ О. В.Музякова ертсе пыракан ушкăн Пантьăк ял тăрăхне çитнĕ, кунта тимлекенсемпе курнăçнă. Ольга Викторовна чи малтанах иртнĕ суйлав кăтартăвĕсене тишкерчĕ. Пантьăксем суйлава активлă хутшăннине палăртрĕ вăл, кăтартăвĕсем те лайăх. В.Музякова пĕлтернĕ тăрăх, Питĕркасси, Атнар тата Ачкасси ял тăрăхĕсенчи халăх вара тата хастартарах хутшăннă. Унтан Ольга Викторовна бюджет политики пирки сăмах хускатрĕ. Республикăри цифрăсемпе паллаштарнă хыççăн вăл районти лару-тăрăва тишкерчĕ. Налук пухас ĕç йывăртарах пырать. Пантьăксен ку енĕпе кăтартусем чи пĕчĕккисем шутланаççĕ. Атнар, Чутай ял тăрăхĕсем вара ку тĕлĕшпе аван ĕçлеççĕ. Çавăн пекех ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикинче çĕр участокĕсене патшалăх кадастрне шута илес тата куçми пурлăх объекчĕсене патшалăх енчен шута илес ĕçе вĕçлес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен” тата “Чăваш Республикинче ĕç укçине ÿстерессине тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен” Указĕсене пăхса тухнине палăртмалла.
Ушкăн ертÿçисем кăнтăр хыççăн пухăнса пĕтĕмлетÿ тунă. 15 сехетре вара район çыннисене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă.