Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Этемлĕхе радиаци синкерĕнчен хÿтĕленĕ

1986 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕ чылай çыннăн асĕнче ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Шăп та лăп çав кун Чернобыль атом электростанцийĕнче авари пулнă. Чернобыльти аварие пĕтерме çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи çĕр-çĕр çын хутшăннă, Чăваш Енрен вара 1957 çынна илсе кайнă: пĕрисене командировка шучĕпе, теприсене çар комиссариачĕ урлă.

Украинăри авари сиенне сирме пирĕн районти Кив Ирчемес ялĕнче 1954 çуралнă Александр Алексеевич Семеновăн та хутшăнма тивнĕ. Вăл хăйĕн сывлăхĕн хакĕпе этемлĕхе радиаци синкерĕнчен хÿтĕленĕ. Унтанпа «Чернобыль» сăмах Александр Алексеевичшăн питех те хăрушшăн илтĕнет. Унти радиацие пулах-çке унăн сывлăхĕ хавшанă, Чернобыль «парнеленĕ» чирсем хăйсем çинчен аса илтерсех тăраççĕ...

А.Семенов Хăмарккари 8 çул вĕренмелли шкула пĕтерсен Мăн Этменти вĕрентÿ учрежденийĕнче ăс пухнă. Унтан Етĕрнери СПТУ-ра шофер-слесарь специальноçне алла илнĕ. 1972-1974 çулсенче çамрăк çар службинче пулать. Çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн пĕр хушă Курганта машинист пулăшаканĕ пулса вăй хурать. Тăван тăрăх хăй енне туртнăран, Александр Алексеевич Çĕнĕ Шупашкарти улттăмĕш автобазăна  ĕçе вырнаçать, водитель тивĕçĕнче тăрăшать. Кунта А.Семенов В. Алексеев бригадир ертсе пыракан 13 ушкăнра вăй хурать, нумай хутлă çуртсем тунă ĕçре яваплăха туйса тимлет. Калас пулать, 13 бригада вăл вăхăтра Раççейĕпех малта пыракансенчен пĕри пулнă, çурт-йĕр тăвакансем ĕçченлĕхпе, тăрăшулăхпа, лайăх кăтартусемпе палăрса тăнă.

1986 çулта, май уйăхĕнче, А.Семенова Чернобыле командировкăна ăсатнă. Хирĕçлес, каяс мар текен шухăш унăн пуçĕнче явăнман. Хушнă, каланă - пурнăçламалла, инкеке сирмелле. Килĕнче вара юратнă арăмĕ юлнă.

- Икĕ уйăх хушши эпĕ Чернобыльти аварие сирсе ярас ĕçе хутшăнтăм. Тен, ытларах та пулнă пулăттăм-и, анчах та радиаци зонинче сывлăх хавшарĕ, хама питĕ япăх туйма пуçларăм. Тĕпченĕ тăрăх, манăн организма 23,5 доза чухлĕ радиаци лекнĕ.  Мана  хăвăртрах киле ăсатрĕç. Чернобыльте пулнă кунсем паянхи пекех куç умĕнче. Унта мĕн тÿснине, паллах, каласа та параймастăн, аса илÿ халĕ те чĕрене ыраттарать. Припять станцийĕнче эпĕ 40 тонна турттаракан «БеЛаЗ» машинăпа шыв  турттарнă. Станцинчен тухакан машинăсене, ытти çĕрте радиаци ан сарăлтăр тесе, ятарлă шĕвекпе çăваттăм. Анчах та радиаци вăхăтлăх çеç пĕтетчĕ, Киев хулине çитнĕ çĕре вăл малтанхи шая çитсе ларатчĕ, - аса илет халĕ иртнине чернобылец.

Çапла, Александр Алексеевич çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшса радиаци зонинче пиçĕхнĕ. Паллах, чернобылецсене патшалăх тĕрлĕ çăмăллăхсем парса пулăшать. Анчах нимĕнле укçа та вилнĕ çынсене чĕртеймĕ, чĕррисене ĕмĕрлĕхех çухатнă сывлăхне тавăраймĕ. Радиаци çулне пÿлнĕ çынсем умĕнче пирĕн пуç таймалли çеç юлать.



"Пирěн пурнăç"
18 октября 2006
00:00
Поделиться