Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Цифрăсемпе фактсем

Хĕрлĕ Чутай çыннисем А.И.Крикова район ертÿçин тилхепине шанса панăранпа çулталăк çитрĕ. Сисмерĕмĕр те, кун хыççăн кун, уйăх хыççăн уйăх иртрĕ. Вăхăт ĕçсене пĕтĕмлетме хистет. Çулталăк вăл сахал-и, нумай-и; Паллах, çак хушăра тума палăртнă ĕçсем те, тума пуçланисем те пур-ха. Çапах районăн экономикăпа социаллă пурнăçне аталантарма çак хушăра сахал мар ĕç тунă. Çакна цифрăсемпе фактсем çирĕплетсе параççĕ.

- Кăçал районти промышленноç предприятийĕсем япăх мар ĕçленĕ.  Вĕсенчен пĕри - вăрман хуçалăхĕ, вăл ĕç калăпăшне 124: чухлĕ пурнăçланă, «Янтарь» тата  «Красночетайский» уçă акционерлă обществăсем - 100: ытларах.  Предприятисен тавар çаврăнăшĕ – 118,2:- па танлашнă.

- Нацин «АПК аталанăвĕ» проект ĕçлеме тытăнни нумайăшĕшĕн усăллă пулчĕ. Ял хуçалăх отраслĕ çĕнĕлле вăй илсе аталанма тытăнчĕ. 400 çынна яхăн уйрăм хушма хуçалăх тытакансем çăмăллăхлă кредит  45 млн. тенкĕлĕх илнĕ. «Коминтерн» хуçалăх (ертÿçи А.Б.Новикова) сысна фермине реконструкцилеме 11 млн. тенкĕ илнĕ. Ĕç пырать.

- Кăçалхи  çуркунне пĕлтĕрхинчен 800 гектар ытларах тыр-пулă акнă. Вăтам тухăç кашни гектартан 18,5 центнер тухнă. Вырма ĕçĕсене уйрăмах «Свобода», «Коминтерн», «Аккозинский» хуçалăхсем аван вĕçленĕ. Пĕтĕмпе ял хуçалăх производство кооперативĕсем 11,8 тонна тыр-пул тĕшĕленĕ. 9 уйăх хушшинче ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕмпе 621 тонна аш (92,8:), 7057 тонна  сĕт (102:) илнĕ. Халăхран 2421 тонна сĕт (122:) пухнă. Хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне пĕр шайра тытса тăнипе пĕрлех сыснасемпе сурăхсен шутне 110-173: таран ÿстерме май килнĕ. Кашни ĕнерен вăтамран сĕт суса илесси те хăпарнă, çакă 104,8:- па танлашать. Ĕне-выльăхсемпе сыснасен  вăтам ÿт хушаслăхĕ 109:.

- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн Пантьăкпа Хурашаш шкулĕсене реконструкциленĕ. Ишеккасси, Питĕркасси, Хусанушкăнь шкулĕсене компьютер оборудованийĕсемпе тивĕçтернĕ. «Шкул автобусĕ» программăпа килĕшÿллĕн,  6 ялта шкул автобусĕсем валли 3 миллион та 300 пин тенкĕлĕх площадкăсемпе павильонсем хута ямалла. Çакăн пек ĕçе Çĕн Атикассинче вĕçленĕ те ĕнтĕ. Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен пуçласа район пуçлăхĕ вĕренÿ сферинче курăмлă ĕçсем тунăшăн пĕр шкула 50 пин тенкĕ, 20 шкул ачине уйăхсерен 100-шер тенкĕ, 10 педагога  5-шер пин тенкĕ пама йышăннă.

- Тĕп больницăн машинăпа техника паркне, «Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, икĕ Газель тата икĕ УАЗ маркăллă васкавлă пулăшу машинисемпе çĕнетнĕ. Çавăн пекех çĕнĕ йышши медицина оборудованийĕсем килнĕ. Атнар ялĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ уçăлнă, çитес вăхăтра тĕп больницăра та хута каймалла.

- Паянхи куна районта 8 тĕслĕхлĕ библиотека. Акă, нумаях пулмасть çакăн пек вулавăшсем Штанашри Культура çуртĕнче тата Питĕркассипе Тури Çĕрпÿкасси шкулĕсенче уçнă. Çулталăк вĕçлениччен тата тăватă ялта çавăн пек тĕслĕх библиотекăсем уçăлмалла. Тĕпрен илсен, кăçалхи пĕтĕм мероприяти Чăваш Республикин Президенчĕн Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне тĕпе хурса иртет.  Культура  ĕçченĕ пулма кăçал 6 çамрăк тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ.

- «Пурăнмалли çурт-йĕр»  наци проектне пурнăçа кĕртессипе районта мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Кăçал 24 пин тăваткал метр кил-çурт хута  яма палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа палăртнă лаптăкăн 4370 тăваткал метрне хута янă. Çакă иртнĕ çулхинчен 7: ытларах.

- Чăваш Ен Президенчĕн Н.В.Федоровăн «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăртлатмалли мерăсем çинчен» Указне пурнăçласа районти 26 яла  асфальтлă çул çитермелле. 2 çул хушшинче 84 км çул сармалла. Паянхи куна «Туктамăш-Ачкасси» автоçул çинче, Енкĕлт ялĕнче çул-йĕр ĕçĕсем пыраççĕ.

- Çĕнĕ урамсене электрификацилес ĕç малалла пырать. Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче Калкассипе Тури Çĕрпÿкасси ялĕсенчи çĕнĕ урамсене çутăпа тивĕçтернĕ пулсан, кăçал  Атнар, Серенкасси, Енкĕлт çумĕнчи урамсенче те çак ĕçе пурнăçа кĕртмелле.

Райадминистрацин информатизаци пайĕ.



"Пирěн пурнăç"
18 октября 2006
00:00
Поделиться