Кĕрхи призыв пырать
18 çул тултарнă яшсем, пĕр-пĕр вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухнипе отсрочка илнисем е тата урăх сăлтавсене пула çара кайман 1979-1988 çулсенче çуралнă каччăсем октябрĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа медицина комиссийĕ витĕр тухнă. Калас пулать, районти çар ĕç комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, медкомиссине 200 ытла каччă килмелле пулнă пулсан, вĕсенчен 72-шĕ кунта çитме шутламан. Сăмах май, кăçалхи кĕрхи призывпа районти 40 ытла яш салтак атти тăхăнмалла. Çакна та асăнмалла: 2006 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕччен Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕсем пĕрлешнĕ май, çамрăксене çара ăсатассине кĕске вăхăтра, декабрĕн 1-мĕшĕччен, вĕçлеме палăртнă.
Юн кун, октябрĕн 11-мĕшĕнче, призыв комиссийĕ пулчĕ. Комисси членĕсем яваплăха туйса килсе çитнĕ каччăсемпе калаçса вĕсен шухăш-кăмăлĕсемпе паллашрĕç.